25 ноября 2015 г.
Шупашкарти наци библиотекинче Чăваш Республикинче хурт-хăмăр усракансен пĕрремĕш форумĕ иртрĕ. Вăл "Вĕлле хуртне пулăшсамăр" ятпа пулчĕ. Районти специалистсен тĕп тĕллевĕ те унта хутшăнса вырăнти хурт-хăмăрçăсене аталанма пулăшса пырасси-çке. Форума Рязань облаçĕнчи Рыбное хулинче вырнаçнă хурт-хăмăр академийĕнчен виçĕ çын килни те кăмăллă пулчĕ. Халиччен Чăваш Республикине чи пысăк вĕренỹ заведенийĕнчен ăс пама çул хывни сайра-ха. Ял хуçалăх наукисен докторĕ А. Савин профессор, Н. Попова доцент, К. Богомолов "Аписфера-М" ертỹçи хурт-хăмăр аталантарас енĕпе мĕнле ĕçсем туса пымалли, пыл паракан çĕнĕ йышши курăксем акас, чир ересрен эмельсемпе сиплес, ăратлăх енĕпе çĕнĕ технологипе ĕçлес пирки нумай çĕнĕлĕх уçса пачĕç.
Республикăри ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н. Якимов, ял хуçалăх наукисен докторĕ И. Мадебейкин сăмах каларĕç. Иван Николаевич юлашки вăхăтра вĕлле хурчĕсен çулла вĕçес кунĕсем сахаллани çинчен палăртса хăварчĕ.
Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, вĕлле хурчĕ ĕрчетекен агентствăн генеральнăй директорĕ Г. Максимов хурт-хăмăр усракансен умĕнче тăракан йывăрлăхсене çĕнтерме май паракан ĕçсене палăртрĕ. Докладчик республикăра 60 пин хурт çемйи шутланса тăнине те каларĕ.
Форумра "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, кăнтăр районсемпе ĕçлекен зоотехник-утарçă Н. Пирожков Патăрьел районĕнче юлашки çулсенче ăратлă среднерусски вĕлле хурчĕсем ĕрчетессипе ăнăçлă утăмсем туни çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсене кăçал Пермь облаçĕнчи Красновишерски районĕнчен илсе килнĕ. Маларах Пушкăрт республикинчи Шульган-Таш заповедникран тата Тутар Республикинчи Мамадыш районĕнчен туяннă. Пирĕн тăрăхра вĕсем районланнă ăрат шутланса тăраççĕ.
Ульяновск хулинчи И. Филиппов апитерапевт вĕлле хурчĕсен сиплĕ вăйĕ пирки нумай каларĕ. Юлашки вăхăтра хурт-хăмăр паракан продукципе чылай çын усă курнине асăнчĕ. "Аэро" тата "ульетерапи" çĕнĕ терминсем. Вĕсен малашлăхĕ пысăк. Унпа республикăра чылайăн интересленме пăхаççĕ.
Форума хутшăннисен ыйтăвĕсем нумай пулчĕç. Вĕсене яваплă çынсем тулли хуравсем пачĕç. Çакнашкал тĕл пулу пирĕн районта март уйăхĕнче пулмалла.
Н. СПИНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)