АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун сакки сарлака, унта ларма ан васка!

25 ноября 2015 г.

 Саманан кашни тапхăрĕ хăйне евĕр пулăмсемпе, паллăсемпе истори страницине çырăнса юлать. Паянхи, ХХI-мĕш ĕмĕрти вăйлă аталаннă çĕршывра, усал пулăмсемпе юхăмсене тымарĕ- пех кăклама май килменни пурне те пăшăрхантарать. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки вăхăтра ют чĕлхерен кĕнĕ "терроризм", "коррупци" йышши сăмахсене куллен усă кураканнисемпе юнашарах лартрăмăр темелле. Обществăшăн хăрушлăх кăларса тăратакан терминсен пĕлтерĕшĕпе пурнăçри сиенĕ пирки паян политиксем те, экспертсем те, çав вăхăтрах журналистсем те тăтăшах çи- вĕчлетеççĕ, юлашки вăхăтра ĕç вырăнĕпе усă курса хăй пайтишĕн услам тăвакансен хура ĕçне тăрă шыв çине кăларни пирки те час-часах халăх патне хыпар çитереççĕ. Республикăри ытти районсемпе танлаштарсан тĕрлĕ наци халăхĕ тĕпленнĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕ йышĕпе те, лаптăкĕпе те пысăккисен шутĕнче. Çавăнпа та йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене тăнăçлăхпа право йĕркине пăхăннине йĕрлесе, сăнаса тăрасси çăмăл марри каламасăрах паллă. Çак ĕçре пысăк витĕм кỹрекен, саккунлăха çирĕп пăхăнакан органсенчен пĕри _ район прокуратури. 2015 çулта районта коррупципе е коррупци сĕмĕллĕ ĕçсене тăрă шыв çине еплерех кăларнипе район прокурорĕн çумĕпе Владимир Николаевич Ягудинпа (ỹкерчĕкре) калаçу пуçартăмăр. Юстици советникĕпе йĕркеленĕ диалогран тĕпрен илсен çакă паллă пулчĕ: пирĕн районта та коррупци ыйтăвĕпе саккуна пăснă тĕслĕхсем çук мар, анчах та вĕсене йăлана кĕнĕ тесех калама çук. Çапах та паян политикăпа патшалăх ĕçĕнче должноçри çынсем хăйсен пайтишĕн, пуяссишĕн саккуна пăхăнмасăр тунă преступленисем пирки çăвара шыв сыпни вырăнсăр тесе шутлатăп. Вăл хăй преступлени темелле. Патшалăх тата муниципаллă службăри йĕркелĕхе тĕрĕслес тĕллевпе ирттернĕ рейдсенче те пакунлисем вырăнсенче пĕлсе тăрсах саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Сăмахран, Федераллă саккуна пăхăнмасăр 65 çул тултарнă çынна муниципаллă службăна ĕçе илни, шкул çулне çитмен муниципаллă бюджет учрежденисенче тĕллевлĕ усă курмалли укçа-тенке расхутланă чухне йĕркене çирĕп пăхăнманни, ача сачĕсенче апат-çимĕçпе çыхăннă бюджет учетне кирлĕ пек йĕркелесе пыманни, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 558-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшỹллĕн граждансен правипе саккунлă интересĕ- сене хỹтĕлес тĕлĕшпе коррупци евĕр пăтăрмахсем тĕл пулни тата ытти те пĕчĕк ыйтăвах пысăк преступленин сăлтавĕ пулма пултарнине систерекен фактсем. Ун патнех çитсен вара преступлени тăвассипе кĕрешекен районти мĕнпур органсем харăс "чан" çапни _ пушар хыççăн шыв кирлĕ пулманниех. Саккунăн сакки сарлака, унта пĕр ларасси çеç... _ Кашни тытăмра ку енĕпе ĕçе тĕрĕс йĕркелени, çитменлĕхсене вăхăтра тупса палăртни тата вĕсене çийĕнчех тĕп тума тăрăшни кирлĕ. Хальхи вăхăтра коррупци сĕмĕллĕ тĕслĕхсем çĕр пайĕсемпе тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курнă тата ятарлă хаклашусем ирттерсе тавар туяннă чухне ытларах сисĕнеççĕ темелле. Çавăнпа та районти кашни организацире, кашни предприятире, муниципалитетсенче коррупцирен сыхланмалли тивĕçлĕ мерăсене йышăнмалла. Кун пирки Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тăтăшах ыйтăва çивĕчлетет,_ ĕçри тĕллевĕсене палăртрĕ Владимир Николаевич. Малалла юстици сотрудникĕ кăçалхи тăхăр уйăхра пирĕн районти пукан вырăнĕпе сĕмсĕррĕн усă курса хăйсен пайтишĕн ĕç-пуçа тепĕр майлă çавăрттарса янă тĕслĕхсем пирки калаçăва тăсрĕ. _ Шел пулин те утпа çỹре-кен, пите хĕретекен усал хыпарсем пирĕн тăрăхра та çук мар, тупăнсах тăраççĕ.

Район прокуратури агропромышленноç техникумĕнче бюджет тата ĕç законодательствине мĕнле пăхăннине, работниксене 2014 çулхи июньтен пуçласа кăçалхи июль уйăхĕччен шалу тỹленине тĕрĕсленĕ хыççăн кунта тăрăшакан бухгалтер хăйсен сотрудникĕсене ĕç укçине кирлĕ чухлĕ тỹлемесĕр 133 пин ытла хăйĕн счечĕ çине куçарнине тупса палăртрăмăр. Вĕренỹ учрежденине тата кунта ĕçлекен работниксене тăкак кỹнĕшĕн хĕрарăм ячĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Район прокуратурин кăçалхи апрелĕн 27-мĕшĕнчи тата июлĕн 15-мĕшĕнчи тĕрĕслев акчĕсемпе килĕшỹллĕн, ĕç вырăнĕпе усă курса йĕрке хуралĕн серепине çакланнă тепĕр пысăк ĕç пĕр фермерпа çыхăннă. Фермер хуçалăхĕн ертỹçин территорийĕпе склачĕсенче мелиораци валли хатĕрленĕ таварсем пулманни тỹрре тухрĕ. Ăна вара вăл Чă-ваш Республикинче ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсене мелиорацилес тĕллевпе министерствăран уйăракан субсидине илес ĕмĕтпе хăтланнă, хут çинче суя цифрăсем, тĕрлĕрен пăрăхсен, ытти таварсен ячĕсене шыраса тупнă... Сумми те сахал мар! Хăйĕн шухăшне саккунлă мар майпа пурнăçа кĕртме пикеннĕ фермер федераци тата республика бюджетне пысăк тăкак кỹнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çак хура ĕçпе çỹлерехри органсем те явăçнă. Раççей УФСБăн следстви уйрăмĕн Чăваш Республикинчи следователĕсем РФ УКăн 159.2 статйин 4 пайĕ-пе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Урăхла каласан, ваттисем калашле, çапма пĕлмен пушă каялла та пырса çапма пултарать. Саккун умĕнче вара пурте пĕр тан,_ çирĕппĕн татрĕ хăйĕн шухăшне район прокурорĕн çумĕ В. Ягудин.

Район прокуратури çумĕнче коррупципе кĕрешекенсен координаци канашĕнче кашни ларурах должноçри çынсем служба ĕçĕпе усă курса саккуна ан пăсччăр, патшалăха тăкак ан кỹччĕр тесе калаçу пуçараççĕ, çивĕч ыйтусене пăхса тухаççĕ, район полицийĕпе, следстви комитечĕ- пе тата йĕрке хуралĕн ытти сотрудникĕсемпе рейдсем, тĕрĕслевсем йĕркелеççĕ. Ман шутпа, кучухне çакă та çите- лĕксĕр. Пакунлисемшĕн паян çак ĕçре вырăнти муниципалитетсем, тĕрлĕрен обществăлла юхăмсем, депутатсемпе уйрăм хастарсем тата ыттисем те "сылтăм алă" вырăнне пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлехи вăйпа çеç усала çĕнтерме, инкеке парăнмарма пулать.

Район прокурорĕн справкинчен çакă курăнать: кăçалхи тăхăр уйăхра пирĕн районта патшалăх тата муниципаллă служба ĕçĕнче коррупцие хирĕç кĕрешмелли сферăна илес пулсан саккуна пăснă 104 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен 43-шне хирĕçленĕ, 42-не представлени çырнă, суда 14 иск тăратнă, право хуралĕн органĕсем кăçал виçĕ административлă производство уçнă, çавăн чухлех уголовлă ĕç пуçарнă.

Альбина ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика