28 ноября 2015 г.
Этемлĕх историйĕнче пире чун парса хăйĕн варĕн че çитĕнтернĕ аннерен юратни, хакли, ырă та ăшă кăмăлли, çепĕç чунли çĕр çинче урăх кам пур-ши? Çук, паллах. Анчах та АННЕ пулма, çак пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмаха çỹллĕ шайра тытма çăмăл-и? Каллех çук, тепĕр хут çук тесе калас килет шухăша çирĕплетсе. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем мĕн ĕлĕкех ачана çуратакан мар, ăна пăхса çитĕнтерекен, кирлĕ пек воспитани паракан çеç АННЕ сăмаха тивĕçлĕ пулнине каланă.
Пирĕн районта та тĕрлĕ-рен шăпаллă ачасем, ашшĕ-амăшĕ пурăнать. Пĕрисемшĕн чăнах та чун савăнать: çемьере пурте йĕркеллĕ, ăнăçлă, пурнăçĕ те кал-кал пырать, ачисем те хастар та пултаруллă çитĕнеççĕ. Вĕсемпе юнашар ушкăнтисен те хăйсен çемье, ытармалла мар ачисем те пур, анчах шухăшĕ, проблеми пуç тỹпи таран темелле. Сăлтавĕ паллă: ашшĕ-амăшĕ эрех-сăра серепине çакланнă, пĕринчен тепри пĕчĕк те пулăшусăр ачисем атте-анне ăшшине туйма мар, хăçан техĕмлĕ те сĕтеклĕ апат çинине те, килти хăтлăха, тирпейлĕхе те ас тумаççĕ. Аслисемшĕн вара ик айкки те тăвайкки... Шел пулин те хальхи вăхăтра та амăшĕ вăрăм укçа тума инçе çула тухса кайнă, ниçта та ĕçлесе капланман ашшĕ ĕçкĕ ăшне путнă тĕслĕхсем те пур-ха. Паллах, çакнашкал йывăр шăпаллă çемьере пурăнакан ачасене кашнинех шута илнĕ, вĕсемпе ача правине хỹтĕлес тĕллевпе тимлекен районти ятарлă органсем тăтăшах тĕл пулаççĕ, май пур таран пулăшаççĕ те. Урăхла каласан, куçран вĕçертмеççĕ.
Çав вăхăтрах районта çичĕ ютра çуралнă пепкесене хăйсен ăшă "йăввине" хапăл тунă çемьесем те пур. Паянхи куна тĕрлĕ-рен çемьесем опекăна илнĕ 136 ача чăнласах та телейлĕ тесе калас килет. Чăваш Ишекĕнчи Уткинсен çемйинче çеç пулас сакăр пăхаттир çитĕнет. Патăрьелĕнчи Мишинсем, Тарасовсем виçшер ачана хăйсен яваплăхĕ çине илсе воспитани параççĕ. Кзыл Чишмари Шайдуллинсем те паянхи паттăрсемех _ сывлăхран хавшак икĕ чиперккен пуласлăхĕшĕн чунне пама хатĕр. Урăхла каласан, тăлăх ачасене телейлĕ тăвакан çемьесем умĕнче АННЕ кунĕ умĕн пуç таймалăх пур. Сывлăх пултăр сирĕн, çемьере телей, ăнăçу хуçалантăр!
Н. МАЗЯКОВА, хаçатăн тĕп редакторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)