28 ноября 2015 г.
_ Хĕрĕм, куç эмелĕ çук-и, хăйăр кĕнĕ пек касать.
_ Гульшат, юн пусăмне виçер-ха, хама начар туятăп.
_ Ăш ыратать, эмел параймастăр-и?
_ Ỹслĕк ерчĕ, мĕнле пĕтермелле-ши?..
Çакнашкал нумай ыйтупа куллен вуншар çын килет Чăваш Ишек медпунктне. Пурне те кирлĕ пек пулăшу парать ун хуçи: чĕре таппине, юн пусăмне, температурине виçет, укол тăвать, эмеллет. Кирлĕ пулсан "васкавлă пулăшу" машинине чĕнсе илет, йывăр чирлисемпе, ача çуратма аптранисемпе хăй те ларса кайни чылай пулнă. Ыхра Çырми ял тăрăхĕнчи Чăваш Ишек медпунктĕнче теçетке çула яхăн вăй хуракан Гульшат Рифкатовна Яббарова пирки: "Уçă кăмăллă‚ пултаруллă‚ пуринпе те питĕ тимлĕ‚ кирлĕ пулсан çирĕп ыйтакан фельдшер"‚ _ тесе каланине пĕрре çеç мар илтнĕ.
Пĕчĕкренех Гульшат сиплевçĕ пулма ĕмĕтленнĕ, çак тĕллевпе Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Пĕр тапхăр хăй специальноçĕпе тĕп хулари строительство техникумĕн больницинче ĕçленĕ. Малалла стажне Хусанти авиаци завочĕн цехĕнче вырнаçнă медпунктра тăснă. Çак вăхăтра хĕр çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ.
Мăшăрĕпе пĕр ялсемех пулнăран тăван яла таврăнаççĕ. Кунта тĕпленсе çурт-йĕрне те çавăраççĕ. Патăрьел тĕп больницин Ыхра Çырми ялĕнчи фельдшер-акушер пунктне вырнаçать. 15 çул унта тăрăшать. Вунă çулне çав хушăра Ишек ял сукмакне такăрлатать. Ялта‚ тĕпрен илсен‚ пенсири çынсем ытларах пурăнаççĕ, унсăр пуçне 99 ачашăн яваплă вăл. Медпункта куллен çын çỹрет.
_ Сывлăха тĕреклетнисĕр пуçне кунта эпир кăмăла та уçатпăр,_ уççăнах пĕлтереççĕ кинемейсем.
Çапла 20 çула яхăн сывлăх сыхлав системинче вăй хуракан фельдшер чирлисене эмелпе кăна мар‚ ăшă сăмахпа та сиплет. Васкавлă пулăшу машини ерçеймен е хĕллехи вăхăтра çула хỹсе кайнă самантсенче яла кĕреймен чухне хăйех транспорт тупса больницăна леçтерни те пулкаланă. Акă иртнĕ хĕлле кăна-ха пĕрне, вар-хырăм ыратнипе хытă аптраканскере, васкавлă пулăшу кирлĕ пулнă. Машина кĕреймен. Тавçăруллă Гульшат аппа вара кỹршĕ ялтан снегоходпа хуçине чĕнсе илсе аслă çул çине илсе тухма май тупнă. Паян специалистăн медпункт уйрăм çуртра вырнаçманнишĕн, условисем çитсех кайманнишĕн çеç чунĕ ыратать. Пĕрех пуçне усмасть, пысăк шанчăкпа хавхаланса ĕçлет.
Гульшат Рифкатовна пултаруллă‚ хăй ĕçĕн ăсти кăна мар‚ çепĕç мăшăр‚ юратнă анне те. Чунĕ яланах ир-ирех ĕçе, ĕçрен çемье ăшшине туртать. Ăнланакан мăшăрĕпе тĕрĕс-тĕкел‚ йĕркеллĕ виçĕ ачана пурнăç çулĕ çине тăратаççĕ. Ялта Яббаровсем хисеплĕ, сумлă çемье шутланаççĕ.
С. КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)