АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спайс, кальян…

05 декабря 2015 г.

Халĕ тата ром, виски хăрушлăхĕ пирки КУЧУХНЕ ыррипе, лайăххипе юнашарах усал вăй та мĕлке пекех утса пырать тейĕн. Паян хăш-пĕр çамрăксем хăйсен çăмăлттайлăхĕпе спайс, кальян серепине çакланса наркотик мăшкăлĕ пулнине чылай калаççĕ, çыраççĕ. Инкек патне ерипен сĕтĕрекен амаксемпе юнашарах хальхи вăхăтра виски, ром е тата ытти эрехсене те лартас килет. Çак сăлтавпа чан çапмалли сăлтавĕ пысăк: наркăмăшлă эрех Раççейĕпех сарăлнине калаççĕ. Ку вăл чăнласах та контрафактлă эрех усламçисен йĕрĕ çине васкаварлăн ỹкмеллине, "хура бизнеспа" çыхăннă çынсене тăрă шыв çине кăлармаллине хистет.

Нумай пулмасть çын пурнăçĕпе çыхăннă усал ĕç ытти хуласенче çеç мар, хамăр Чăваш çĕршывĕнчех пулса иртни тата ытларах шухăшлаттарать. Шупашкарта пурăнакан çамрăк мăшăр хăйсем çемье пурнăçĕпе пурăнма пикеннĕ куна элитлă маркăллă ром эрехпе паллă тума шут тытнă-мĕн. Анчах шел, 22 çулти каччăпа 20 тултарнă чиперкке ĕмĕрлĕхех леш тĕнчене кайнă. Хăрушă хыпарăн сăлтавĕ _ "Bacardi Black" ятлă 200 тенкĕпе туяннă эрех. Нихăçан та акоголь шĕвекĕпе туслă пулман мăшăр паян нỹрлĕ çĕр айĕнче выртать... Мăшкăл мар-и-ха?

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика