АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путин: "Малалла утсан ăнăçу пулатех!"

05 декабря 2015 г.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин декабрĕн 3-мĕшĕнче Федераци Пухăвĕн ячĕпе çыракан çулленхи Çырупа паллаштарчĕ. Ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, кĕпĕрнаторсен корпусĕ, регионсен саккун кăларакан пухăвĕсен ертỹçисем, общество ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем тата ыттисем _ пĕтĕмпе пин çын ытла_ пухăннă. Владимир Путин хăйĕн сăмахне терроризм хăрушлăхĕпе çыхăннă темăран, террористсене пула пурнăçĕ татăлнă салтаксене, Раççей гражданĕсене асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтнинчен пуçларĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Путин Çырăвĕ пирки комментари парса çапла хак панă:

"Шалти тĕнче шайĕнчи политика ыйтăвĕсене пĕрремĕш плана кăларни ăнсăртран мар, ку тема Раççей гражданĕсене пурне те пăшăрхантарать. Пирĕн наци лидерĕ _ Раççей Президенчĕ "мĕн тумаллине пĕлетпĕр" тени шанăç кỹ-рет. Экономикăн чăн секторĕн, ял хуçалăх аталанăвĕн, импорта хамăр продукципе улăштармалли программăна пурнăçлассин тĕллевĕсене уçăмлăн палăртнă. Пирĕн тĕп тĕллев _ потребительсен рынокĕнче хамăр çĕршывра туса кăларакан таварсем, хамăр предпринимательсен, бизнесменсен продукцийĕ ытларах пулмалла..."

Социаллă сферăра та _ вĕрентỹре, сывлăх сыхла-вĕнче _ мĕн пур ыйтăва татса парăпăр. Шкулсем тăвăпăр, çак тĕллевсем валли 2016 çултах федераци укçине уйăрĕç. Чăваш Ен ĕçе хатĕр, федераци программине хутшăнăпăр.

Сывлăх сыхлавне илес-тĕк... Чăваш Енре 100 фельдшерпа акушер пунктне хута янă. Шантарнă пекех тата 50 ФАП тăвăпăр.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсем пире пурнăç пахлăхне лайăхлатмалли хушма инструментсем шырама хавхалантараççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика