05 декабря 2015 г.
: Г. СИНЕЕВА, районти Пенси фончĕн управлени ертỹçи:
"Раççей Президенчĕн черетлĕ Уçă Çырăвне пысăка хурса хакламасăр май çук. Çырури кашни сăмахĕ пĕлтерĕшлĕ. Мана уйрăмах çитес çул Амăшĕн капиталĕн программине сахалтан та икĕ çуллăха тăсма шутлани хăпартлантарчĕ. Çакă, паллах, демографи суранне пĕтĕмпех сиплеме май памĕ. Çапах та шанас килет, çывхарса килекен çĕнĕ çулта пирĕн районта та ача çуратакансен шучĕ ỹсĕ. Кăçал пирĕн районта Амăшĕн капиталĕпе декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 209 çемье усă курнă."
А. КОЛЬЦОВ, Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ:
"Раççей Президенчĕ В. Путин вуниккĕмĕш хут Федераллă Пухăва Уçă çырупа тухрĕ. Кашни хутĕнчех тимлĕн итлеме тăрăшатăп эпĕ ăна. Маншăн, паллах, медицина теми çывăх. Иртнинче те Владимир Владимирович çынсен пурăнас кун-çулне тăсма кирлине палăртнăччĕ. Çакна вырăна хурса ĕçлеме тăрăшрăмăр. 2016 çулта та пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ ỹсмеллине çи- рĕплетсех каларĕ. Çакă та савăнтарчĕ. Районта та çĕнĕ ултă фельшерпа акушер пункчĕ уçăлнине ырламалла. Республика, Раççей шайĕнче ку чухнехи оборудованисемлĕ сиплев учрежденийĕсем хута кайни сывлăха сыхлас ĕçре чылай пулăшу кỹнине çирĕплетет".
В. ФРОЛОВА, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ, республикăри ял çамрăкĕсен ра йонти уйрăмĕн председателĕ:
"Владимир Владимирович Путин çулталăк вĕçĕнче Федераллă Пухăва Уçă Çырупа тухса халăха канăçсăрлантаракан ыйтусене пăхса тухни пурне те интереслентерет. Эпĕ те çак трансляцие пуçласа вĕçне çитиех пăхрăм. Ял хуçалăх пайĕнче ĕçленĕрен пулĕ, Президент ялсене, фермер хуçалăхĕсене аталантармалли программа пирки калани питех те килĕшрĕ. Кашни çĕр лаптă- кĕпе тĕллевлĕн усă курмалла тесе çирĕплетсе калани те питĕ вырăнлă. Çавăн пекех В. Путин Раççейре АПК аталанăвĕ 6 процент лайăхланни пирки асăнса хăварни тата депутатсемпе сенаторсене ял ĕçченне тав сăмахĕ калама хушни пире _ ял çамрăкĕсене _ тата та тăрăшарах ĕçлеме хистет".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)