АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шухăш

05 декабря 2015 г.

В. СИНЕЕВ, "Родина" хуçалăх ертỹçи:

_ Район администраци пуçлăхĕпе йĕркеленĕ тĕл пулу Çĕнĕ Ахпỹртре те кăмăллă, уççăн иртрĕ. Районти çĕнĕ влаç чăн малтанах халăхпа хутшăнмалли, уççăн калаçмалли çакнашкал программа шыраса тупни, ăна пурнăçлани питĕ паха. "Галстуксăр" калаçу малашне те кирлех, ăна питĕ ырларăм. Посредниксăр, евчĕсĕр тĕл пулу пурин кăмăлне те кайрĕ тесе шутлатăп. Пирĕн патăрта та тĕрлĕрен ыйту тепĕр хут хускалчĕ: Татмăшри шкул-ача сачĕ патне пыракан çула, шкул автобусне çаврăнмалли вырăна, Çĕнĕ Ахпỹртсене канăç паман кивĕ шкула çĕнетесси тата ытти те.

Б. ЕМЕЛЬЯНОВ, Çăл Атăкри фермер ертỹçи:

_ Çĕньял ял тăрăхĕнчи тĕл пулăва пĕтĕмлетсе çакна çаç калас килет: ял халăхĕпе районти влаç, ун çумĕнчи яваплă çынсем, специалистсем курнăçса калаçассине малашне те йăлана кĕртсен питĕ лайăх. Хамăрăн район, ял тăрăх бюджечĕ пуян пуласси, усă курман çĕрсем çинче хытхура ашкăрасси, халăха пĕлсе ĕçлеттересси тем тесен те хуçаран килет. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕн пысăк плансем пулнине те пĕлтĕмĕр. Малашнехи ĕçре ăнăçу çеç пултăр.

Н. БУРЧАКЛЫ, пенсионер, Шăнкăртамри обществăлла канаш членĕ, урам старости:

_ Район аталанăвĕ, малашлăхĕ влаç кам аллинче пулнинчен чылай килет. Суйлав хыççăн халăха ертсе пыма шаннă çĕнĕ команда тĕллевлĕ программăпа ĕçлеме пикеннине, чăн малтанах халăх шухăшне, кăмăлне, сĕнĕвне итлеме хапăл тунине ырларăм. Пирĕн ял çыннисем кирек мĕнле влаç представителĕсемпе те чуна уçса, уççăн калаçма тăрăшаççĕ. Хальхинче те çĕнĕ ертỹçĕпе калаçу сыпăнса пыни çакнах çирĕплетсе пачĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика