09 декабря 2015 г.
ЮЛАШКИ çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхне "Земский доктор" текен программăпа ĕçе вырнаçнă çамрăк тухтăрсем вăтăра яхăнах килнĕ. Куншăн, паллах, савăнмалла. Çын сывлăхне сиплес тĕлĕшпе тин çеç е нумай пулмасть алла диплом илнĕ ăстасем хăнăхса пыни, хăйсен пĕлĕвне ĕç опычĕпе çирĕплетни паха. Анчах паян вĕсенчен 80 проценчĕ тенĕ пекех декретлă отпускра-мĕн. Ача амăшĕсем саккунпа килĕшỹллĕн виçĕ çулчченех хăйсен пепкисемпе килте ларма та, çав вăхăтрах тепĕр "çĕнĕ кайăка" саккас пама та пултараççĕ. Ку, паллах, çемье ирĕкĕ.
Хальхи вăхăтра районти демографи лару-тăрăвĕн кăтартăвне лайăхлатни, çамрăксем йыш çумне йыш хушни кăмăллă пулăм. Çапах та пысăк квалификациллĕ, ăста специалистсем паян ĕçре çитменни те пăшăрхантарать. Ахальтен мар ĕнтĕ Первомайски ял тăрăхĕнче район администраци пуçлăхĕ Р. Селивановпа йĕркеленĕ тĕлпулура та çак ыйтăва çивĕчлетрĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)