АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвалла ишсен те _ малалла

09 декабря 2015 г.

ÇАК тĕллеве мала хурса пурăннăранах Шăхач ял тăрăх пуçлăхĕ И. Васильев спорт каçалăкĕнче хăйĕн йĕрне çухатасшăн мар-тăр. Ку енĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракан кăлавана районта иртекен ăмăртусенче час-часах курма пулать. Вăл йĕлтĕрпе те, çуран та маçтăр чупать, волейболла та ăста вылять, шывра та ишет... Урăхла каласан, пиллĕкмĕш теçеткене ваклакан икĕ ача ашшĕ вăй чакнине туймасть-ха.

Çак кунсенче çеç Иван Федоровичăн çемье архивне спортри çитĕнỹшĕн тепĕр диплом хушăнчĕ. Нумай пулмасть хастар ертỹçĕ Çĕнĕ Шупашкарти спорт шку- лĕнче акватлонпа йĕркеленĕ пысăк ăмăртуран çĕнтерỹ-пе таврăннă. Пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме çăмăлах пулман: ăмăрту условийĕпе килĕшỹллĕн малтан икĕ çухрăма чупса тухнă, ун хыççăн тỹрех 500 метр тăршшĕ шывра ишнĕ. Урăхла каласан, йывăрлăхсене парăнтарма вăй-хăват нумай кирлĕ пулни каламасăрах паллă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика