09 декабря 2015 г.
РАЙОНТА "Авангард" хаçата йỹнерех хакпа çырăнтармалли вунăкунлăх малалла пырать. Сăмах май, çăмăллатнă йĕрке декабрĕн 13-мĕшĕнче вĕçленет. Çемье бюджетне кăштах та пулин перекетлес шухăшлисем ăна 334 тенкĕ те 62 пуспа çырăнса юлма пултараççĕ.
Кашни çырăнтару тапхăрĕнчех пирĕн "чун апатне" хăйсен ĕçченĕсене парнелекенсем тупăнаççĕ. Хальхинче те "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи Петр Никифоров кооператив хастарĕсене 2016 çулхи пĕрремĕш çур çул валли "Авангарда" парнеленĕ. Сахалах та мар:100 экземпляр! Хуçалăх ертỹçи Хĕл Мучи те мар, çапах кашнийĕнчех матур ĕçченсене хавхалантарма меслетне тупать. Ырă пуçарăва вара ытти ертỹçĕсем те пурнăçа кĕртме пултараççĕ.
Сăмах май каласан, "Авангард" коллективĕ те ырă пуçару турĕ. Литература çулталăкне пĕтĕмлетсе йывăр шăпаллă хăш-пĕр çемьесене райхаçата тỹлевсĕрех çырăнса пачĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)