09 декабря 2015 г.
Декабрĕн 10 _ 11-мĕшĕсенче Шупашкарти "Чебоксары Арена" Пăр керменĕнче хĕрарăмсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн призне çĕнсе илессишĕн пысăк турнир пулать.
Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен умлă-хыçлă виççĕмĕш хут ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Раççей Кубокне йышăнать. Раççей Кубокĕн медалĕсене çĕнсе илессишĕн спортсменсем сакăр виçе категорийĕпе помост çине тухĕç. Пысăк ăмăртура Азербайджан, Беларуç, Казахстан, Монголи, Швеци, США кĕрешỹçисем хăйсен ăсталăхне кăтартĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)