АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Строительство ĕçĕпе паллашнă

09 декабря 2015 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхă Михаил Игнатьев республикăри онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕн строительство ĕçĕпе паллашнă.

"Чăваш Енре пурăнакансен, республика тулашне тухса çỹремесĕрех пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе усă курмалла", _ тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕн строительство ĕçĕпе паллашма тухнă ĕçлĕ çулçỹрев вăхăтĕнче. Палăртнă объекта 2012 çулта хăпартма пуçланă. Пĕтĕмĕшле çуртăн хакĕ смета тăрăх 950 млн тенкĕ. Строительствăна Чăваш Ен ертỹлĕхĕ çирĕп тĕрĕслевре тытать. Федераци влаç органĕсемпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçленине кура, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти витĕмĕпе 2016 çул валли йышăннă федераци хыснине çĕнĕлĕх кĕртсе хăварнă: хирурги корпусĕн строительство ĕçне 294 млн тенкĕ уйăрма килĕшнĕ. Республика бюджетĕнче ку тĕллевпе пĕтĕмпе 68,7 млн тенкĕлĕх тăкакланма палăртнă. Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне объекта 60 процента çити хатĕрлесе çитернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă çурта 2017 çулта пĕтĕмпех ĕçе кĕртсе ямаллине каланă.

(ЧР официаллă влаç порталĕнчен)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика