09 декабря 2015 г.
Чаваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле хулинче пулнă, унта регион Пуçлăхĕ "Борис" ТМЯО çĕвĕçĕ фабрикипе паллашнă, таварсен пахалăхĕпе кăсăкланнă. Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне çуллен тухакан Çырăвĕнче промышленноç пайне аталантармалла тенине палăртнă регион Ертỹçи. "Эпир яланах бизнеса аталантарма кирлĕ пек условисем йĕркелесе панă. Предприятире сахал мар ĕç пурнăçланă, модернизациленĕ, çынсене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕ",_ тенĕ Михаил Игнатьев.
Малалла Михаил Игнатьев "Олимп" спорт комплесне çул тытнă. Кунта Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекенсен, муниципалитетсенче тăрăшакансен кашни çул иртекен ХIV-мĕш спартакиади пулнă. Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансене саламланă май, Михаил Игнатьев ушкăнпа спорта хутшăнни çитĕнỹсем тума, лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшнине асăннă.
Спорта аталантарассишĕн пысăк витĕм кỹнĕшĕн, Патăрьел районĕнчи "Паттăр" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне Алексей Краснова патшалăх наградипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чысланă. Сăмах май каласан, асăннă спартакиадăра пирĕн район команди виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)