АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвне комментари параççĕ

09 декабря 2015 г.

Н. Мазякова, "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ:

_ Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырупа коллективра уйрăмшарăн та паллашрăмăр, пĕрле те сỹтсе яврăмăр.

Владимир Путин тĕп отрасльсен ỹсĕмĕсене палăртрĕ, çав шутра культура çитĕнĕвĕсем пирки те чарăнса тăчĕ. "Раççей вăйĕ _ пĕтĕм халăхăн ирĕклĕ аталанăвĕнче, нумай енлĕхĕнче, килĕшĕвĕпе культуринче, пирĕн йăла-йĕркесенче, пĕрне-пĕри хисепленинче, православи, мăсăльман, иудаизм тата буддизм тĕнĕсене тытса пыракансем пĕр чĕлхе тупса пурăннинче",_ тенĕ Çырура. Юхмапа Пăла тăрăхĕ те нумай нациллĕ пысăк район шутланать. Пирĕн тĕп тĕллев _ малашне те нацисемпе тĕрлĕ тĕнпе пурăнакансем хушшинчи çураçулăха ламран-лама тытса пырасси.

Г. Медведев, Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ:

_ Чăн малтанах мана терроризма, коррупцие хирĕç кĕрешмелли çинчен çирĕп калани килĕшрĕ. Паянхи кун обществăшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан çак хура ĕçсенчен, чăрмавсенчен хăтăлмаллах. Çырура çакă та уççăн палăрчĕ: çĕршыв тилхепи _ шанчăклă алăра. Пирĕн Раççейĕмĕр аталанса, тĕрекленсе пыни савăнтарать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика