09 декабря 2015 г.
Хальхи вăхăтра Чăваш Енĕн пĕтĕм тĕнчери икĕ рейтинг агентствин кредит рейтингĕсем пур _ Fitch Ratings тата Moody's Investors Service агентствăсен. Вĕсем республикăн кредит рейтингĕсене çуллен мониторинг тăваççĕ.
Раштавăн 4-мĕшĕнче Moody's агентство Чăваш Ен рейтингне ют çĕршыв тата наци валютипе пĕтĕм тĕнчери шкалапа ВаЗ шайĕнче çирĕплетнĕ, парăм обязательствисен рейтингне наци валютипе ВаЗ шайĕнче тата АаЗ.ru рейтингне наци шкалипе палăртнă.
Аса илтерер: маларах çак агентство республикăн кредит рейтингĕсене нарăсăн 24-мĕшĕнче палăртнăччĕ. ВаЗ шайри кредит рейтингĕсене Самар, Омск облаçĕсене панă. Раççей субъекчĕсен хушшинче пирĕн республика кредит рейтингĕсемпе Чулхула, Белгород, Вологда облаçĕсенчен Краснодар, Красноярск крайĕсенчен, Молдови, Коми республикисенчен çỹллерех шайра.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)