09 декабря 2015 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшỹллĕн кашни çул Конституци кунне халалласа Раççейре пĕрлĕхлĕ йышăну кунĕ ирттереççĕ.
Декабрĕн 14-мĕшĕнче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче граждансене заявленисемпе йышăнаççĕ. Вĕсен ирĕкĕпе федераци тата республика шайĕнчи ыйтусене пăхса тухма ытти орган представителĕсемпе видео-конференц-çыхăну, аудиоçыхăну йĕркелесе параççĕ.
Патăрьелĕнче граждансене хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял тăрăхĕсенче _ ял кăлависем йышăнаççĕ.
Пуçлăхсем патне йышăнăва паспортпа килмелле. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ: 6-13-14 е çак электрон адрес _ kadr@batyr.cap.ru.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)