09 декабря 2015 г.
Ял тăрăхĕсенчи çамрăксен пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашас, ял хуçалăх профессийĕсене аталантарас, хĕрсемпе каччăсен умĕнчи йывăрлăхсене тупса палăртса вĕсенчен тухма меллĕрех майсем шырас тĕллевпе республикăри ял хуçалăх тата вĕрентỹ, çамрăксен политин министерствисем, çамрăксен канашĕн республикăри уйрăмĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ, çамрăксен правительстви, ученăйсен тата специалистсен канашĕ Шупашкар хулинче "Яла шанатпăр! Чăваш Енпе мухтанатпăр!" форум йĕркелерĕ. Вăл республика шайĕнче тăваттăмĕш хут пулчĕ.
Район чысне Раççейри ялти çамрăксен канашĕн районти уйрăмĕ (ỹкерчĕкре, ертỹçи В. Фролова) çак ушкăнпа _ В. Петров, В. Горбунова, А. Калькин, Е. Фролова, А. Арбузов, А. Гусева хỹтĕлерĕ. Вĕсем форумра ĕçлекен тĕрлĕ информаци площадкисене хутшăнчĕç. Çавра сĕтел хушшинче ял хуçалăхĕн, ял пурнăçĕн проблемисене сỹтсе яврĕç. Чăваш Енри студентсен ассоциацийĕ ирттерекен "Я гражданин" проекта та хаваспах хутшăнчĕç. Конкурссене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Патăрьелсем "Управлени маçтăрлăхĕ" номинацире мала тухни палăрчĕ. 2015 çулхи ĕçе тишкернĕ май "Чăваш Республикинчи вырăнти уйрăмсенчен чи лайăх ĕçлекен" ята тивĕç пулчĕç.
Çамрăксен канашĕн ра- йонти уйрăмĕ ĕçе пикенни нумаях мар-ха. Республика шайĕнче çакнашкал пултарулăх кăтартни савăнтаратех. Ялăн пуласлăхне шанаççĕ каччăсемпе хĕрсем. Делегацине Шупашкара кайса килме Анат Туçари Л. Кузнецов çамрăк фермер та пысăк пулăшу кỹчĕ. Сăмах май каласан çакна та палăртмалла, Леонид Валерьевич хăй те çамрăксемпе пĕр ĕмĕтлĕ.
А. АНТОНОВА, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен центрĕн методисче
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)