09 декабря 2015 г.
Спортăн ытти тĕсĕсемпе пĕрлех хоккей вăййине кăмăллакансем, уншăн "чирлекенсем" сахал мар районта. Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла. Хăлхасем хĕп-хĕрлĕ пуличчен ярăнса киленме май паракан катоксене Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Пăлапуç Пашьелĕн-чи, Первомайскинчи, Тутар Сăкăтĕнчи, Сăкăтри, Турханти вăтам, Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче çулленех шăнтаççĕ. Первомайскинчи, Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионти, Нăрваш Шăхалĕнчи, Аслă Чементи йĕлтĕр йĕрĕсенче те канма пулать. Вĕсенче шкул спартакиадипе килĕшỹллĕн пыракан ăмăртусене ирттерме те майсем пур.
"Ылтăн шайба" кубокĕшĕн те ăмăртусене хутшăнаççĕ спорта юратакансем. Малтанхи вăйă- сем аслă тата вăтам ушкăнрисемпе январĕн 10-мĕшĕччен, кĕçĕннисемпе, çар ретне тăма хатĕрленекеннисемпе январĕн 30-мĕшĕччен иртмелле. Зонăри тата республикăри финалти тупăшусем вара январĕн 12-мĕшĕнчен пуçланса мартăн 10-мĕшĕччен пыраççĕ. Иккĕмĕш тапхăрти вăйăсем Шупашкарти ачасемпе çамрăксен "Спартак" спорт шкулĕн "Çĕнĕ ăру" тата Вăрнарти "Крисстал" пăр като- кĕсенче иртмелле.
Хоккейла вылякансен çитĕнĕвĕсем пурах пирĕн. Çĕнĕ Ахпỹртри, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Турханти вăтам шкулсен командисем район, республика тулашне те тухса çỹреççĕ. Ăмăртусенче вĕсене çитĕнỹ-сем сунас килет. Пĕрлех ытти шкулсенче те хĕллехи тапхăрпа кашни ачана коньки çине тăма пулăшмалла. Тăрăшсан майĕсене тупма пулатех.
А. КАПИТОНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)