АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç ылмашу кĕтет

09 декабря 2015 г.

Нумаях пулмасть эпĕ Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕн председателĕпе Н. Андре- евпа курса калаçрăм. Çак отрасльте 30 çул ытла ĕçлет юлташăм. Туса илнĕ продукцине вырнаçтарнă хыççăн таса тупăшпа вĕсен хуçалăхĕ Раççейре 7-мĕш вырăн йышăннă. Чăваш Республикинче вара _ пĕрремĕш.

Кооператив ферминче сăвакан ĕне кăна 500 пуç ытла, сăвăм та пысăк. Хăйсен çĕрĕ сахаллине пула вĕсем "Сормовский", "Пинер" ял хуçалăх предприятийĕсен лаптăкĕсем çинче выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Çĕре усăллă усă кураççĕ. Николай Степанович çирĕплетсех калать: "4-5 е 40-50 ĕне усракан фермер нихăçан та "çанталăка улăштараймасть". Эпир хамăр çĕре çеç мар, таврарисене те усăсăр вырттармастпăр".

Каламасăр хăварма, паллах, май çук. Канаш районĕнче те уçман çеремлĕ çĕр сахал мар иккен. Вĕсене пусăçаврăнăшне кĕртес пирки пăшăрханать Николай Степанович. Районти колхозсем арканса кайиччен кашни çĕр лаптăкĕ шутра пулнă, 50-60-70 гектарлă пусăçаврăнăшсемпе ĕçленĕ. Каярах та вĕсем юхăнса кайман. Çĕр картти тăрăх хăйсене çирĕплетсе панă хирсем çав номерсемпех юлнă. Апла пулсан çĕр пайĕсене уйăрнă вăхăтра вĕсене кашни хуçалăха е фермера йĕркерен панă пулсан вырăнлă марччĕ-ши? Ман шутпа, тỹрремĕн каласан, кунта райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай ертỹçинчен пуçласа ял тăрăх пуçлăхĕсем çителĕксĕр ĕçленине пула тухса тăнă йывăрлăхсем паянхи кун та халăха, сумлă çĕр ĕçченне, пăтрашăнтараççĕ.

Халăха юратмалла, ĕçшĕн çирĕп ыйтмалла. Эпир лăнчă ĕçлессине мала хуратпăр, е урăхла каласан "эсĕ мана ан тив, эпĕ _ сана". Юлташлăх та пулмалла, çапах та йĕркене çирĕп тытса пымаллах.

Хирсене çỹлтен пăхас пулсан çĕр саплăк-саплăкăн выртать. Вĕсене валеçсе панă чухне малтанах йĕрке пулнă пулсан паян урăхла ỹкерчĕк тăратчĕ. Татăк çĕрсене халĕ пысăк предприяти ертỹçисем те илесшĕн мар, мĕншĕн тесен вĕсене паянхи техникăпа кĕрсе ĕçлеме майсем çук. Еншик халăхĕ тĕрĕс турĕ. Çĕре вакламарĕ, "Исток" çĕр ĕç фирмине пачĕ. Çакăншăн çĕр хуçисене 3-шер центнер тырă, 3 тĕркемшер улăм хак хумасăр кил тăрăх валеçсе пачĕç. Паян ял халăхĕ çак ĕçшĕн фирма ертỹçисене питĕ хисеплет. Çавăнпа та çĕр пайĕн хуçисен пĕр тăхтаса тăмасăрах тепĕр çуркунне валли фермерсене мар, ĕçлеме пултаракан çĕр ĕç фирмисене хăйсен çĕрĕсене памалла. Ман шутпа фермер çĕр пайĕн хуçисене çăкăр çитереймест. Ятне туса чăх-чĕп валли килограмне 7-8 тенке хурса тырă тата пĕр тĕркем улăма 700 тенкĕпе сутнипе мĕншĕн килĕшмелле. Йĕрке тăрăх фермерсен çĕр пайĕн хуçисемпе пуçтарăнса пуху ирттермелле, унта кĕркунне мĕн чухлĕпе татăлассине, налукне кам тỹлессине сỹтсе явмалла. Килĕшỹ тунă хыççăн çеç ĕçе пуçăнмалла. Хальхи вăхăтра фермерсем çĕр чиккине палăртмаççĕ, хире каяççĕ те сухалаттараççĕ, акаççĕ, лартаççĕ, аренда килĕшĕвне тумаççĕ. Çапла вара патшалăх бюджетне налук тỹлесрен те пăрăнаççĕ.

Ял тăрăх ертỹçисен çине тăрсах хуçасăр лаптăксенче çумкурăк, вăрман ỹстериччен çĕре ĕçлеме пултаракана парасси пирки саккунпа килĕшỹллĕн хут тутарма тăрăшмалла. Çак йĕркесене çирĕп пăхăнсан эпир те хамăр çĕре "Çĕр анне" тейĕпĕр.

В. СЕЛИВАНОВ, районти АПК союзĕн членĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика