09 декабря 2015 г.
Районта коллективлă, фермер, харпăр-хăй хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх чылай усраççĕ, тупăш илме тăрăшаççĕ. Анчах хăш-пĕр чухне инкек те сиксе тухать. Ял тăрăхĕсенче выльăх вилнĕ тĕслĕхсем тупăнсах тăраççĕ. Нуша курсан кун пирки тỹрех, страхланипе страхламаннине те пăхмалла мар, вырăнти ветеринари специалистне пĕлтермелле, кăтартмалла. Çакăн хыççăн выльăх пуçтаракан палăртнă вырăна кайса хумалла. Каярахпа вĕсене ятарлă машина Çĕрпỹри завода леçет. Ку чир-чĕр сарăласран тата çут çанталăка вараласран пулăшать.
Хăш-пĕр хуçалăхсем выльăхсене страхламаççĕ, вилсен те никама та пĕлтермеççĕ, таçта кайса пăрахма та пултараççĕ. Ялсен таврашне ветеринарипе санитари енчен тата экологи тĕлĕшĕнчен тирпейлĕ тытас тесен выльăхсене пăрахмалли ятарлă вырăн пулмалла. Туçа, Кзыл Чишма, Пăлапуç Пашьел, Нăрваш Шăхаль, Çĕньял, Аслă Чемен ял тăрăхĕсенче çакнашкал вырăн пур.
Шăнкăртам ял тăрăхĕнче кашни кун 15-16 тонна выльăх пусса тирпейлеççĕ. Юлнă каяшсене Тутар Республикине ăсататпăр. Вилнĕ ĕнен, лашан ăш-чиккине те выльăх масарне, çырма-çатрана, çỹп-çап тăкмалли çĕре чавса чикме юрамасть. Çакă çут çанталăкшăн питĕ сиенлĕ.
Паян пирĕн районта 48 выльăх масарĕ тата ятарласа пăрахмалли 2 шăтăк (биотермическая яма) шутланса тăрать.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕнче усă курман выльăх масарĕсене пĕтересси пирки йышăну кăларчĕ. Ун хыççăн ЧР Патшалăх ветеринари служби выльăх масарĕсен реестрне туса хучĕ. Ветеринари службин архив кăтартăвĕсем тата Роспотребнадзор управленийĕ хыпарланă тăрăх, выльăх масарĕсенче çĕпĕр язвипе чирленĕ выльăхсене 1930-1940 çулсенче пытарнă тĕслĕхсем пулнă. Çак ыйтăва Правительствăн ятарлă комиссийĕнче пăхса тухса список хатĕрленĕ. Çав списока пирĕн районти Ишлĕ, Шăхач, Нăрваш Шăхаль, Ыхра Çырми, Сăкăт, Кзыл Чишма ял тăрăхĕсене кĕртнĕ. Ку масарсене ветеринарипе санитари правилисемпе килĕшỹллĕн икĕ метр çỹллĕш йĕри-тавра хỹме тытса çаврăнмалла. Çавăн пекех 37 выльăх масарĕнчи тăпрана бактериологи лабораторийĕн тĕрĕслевне ирттермелле. 6 масар усă курманнисен шутне кĕрет.
Çулсерен выльăх масарĕсене çуркуннепе кĕркунне патшалăх ветеринарĕн инспекторĕ тĕрĕслет. Районти кашни выльăх масарĕн ветеринарипе санитари карточкине тунă.
Чылай масара ял тăрăх пуçлăхĕсем регистрациленĕ, ку ĕç малалла пырать.
П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)