12 декабря 2015 г.
ЛАША пуласси тихаран паллă тенĕ евĕр, спортсмен пуласси те ачаранах сисĕнет. Хирти Пикшикри Ильхам Махмутов та кĕçĕн класранах хăйĕн пек ăстасемпе помост çине кĕрешме тухнă. Раççей спорт мастерĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ А. Камалетдинов тăрăшнипе тата хатĕрленипе вăл ỹсерехпе те пĕрре мар район тата республика шайĕнчи ăмăртусен призерĕ пулнă. Кĕрешỹ вăрттăнлăхĕсене çамрăклах ăша илни паян та унăн çулне уçса пырать. Çак кунсенче çеç Йошкар-Олара корэш енĕпе йĕркеленĕ Раççей Чемпионатĕнчен Ильхам Ильгизерович 75 килограмлă кĕрешỹçĕсем хушшинче пăхăр медаль çĕнсе илнĕ.
Шăнкăртамри Радик Васимов та (тренерĕ Ф. Чабатов) юлташĕ пекех республика чысне хỹтĕлесе (пурĕ спортсменсем çиччĕн пулнă) хăйпе пĕр виçеллисем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Чемпионата Раççейри паллă хуласенчен 33 команда хутшăннине шута илсен, Патăрьел районĕн кĕрешỹçисем пьедесталăн виççĕмĕш пусми çинче пулнине ырламалла çеç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)