12 декабря 2015 г.
Чӑваш Республикин хисеплӗҫыннисем!
Сире Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ку уяв Раҫҫее пӗтӗм чунтан юратакан тата унӑн аталанӑвне хӑйӗн тӳпине хывса ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакан мӗнпур ҫынна пӗрлештерет.
1993 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейӗпе иртнӗ референдумра Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине йышӑнни Раҫҫейӗн ҫӗнӗ вӑхӑтри историйӗнче чи паллӑ пулӑм пек палӑрса юлчӗ. Ҫӗршывӑн Тӗп саккунӗ право тытӑмӗн никӗсӗ, Раҫҫее этем тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене хисеплемелли тата пӑхӑнмалли принципсене тӗпе хурса аталантарас ӗҫри шанчӑклӑ гарант тата кӑмӑл-сипет ориентирӗ пулса тӑрать.
Ҫӗршыв ертӳлӗхӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗнче палӑртса хӑварнӑ демократиллӗ патшалӑхӑн тӗп хаклӑхӗсем ҫине таянса, тӗплӗн шухӑшласа йышӑннӑ наци политикине тытса пырать, политикӑри тата социаллӑ пурнӑҫри стабильлӗхе, Раҫҫей ҫыннисем халӗ те, малашлӑхра та лайӑх пурӑнассине тивӗҫтерсе, никама пӑхӑнманлӑха, патшалӑх тытӑмне, хӑрушсӑрлӑха ҫирӗплетме пулӑшакан ҫул-йӗре шанчӑклӑн пурнӑҫа кӗртет.
Раҫҫей – пирӗн пӗрлехи килӗмӗр, ҫавӑнпа та унӑн пуласлӑхӗ пиртен кашнинченех килет! Эпир, Чӑваш Енре пурӑнакансем, пӗрлехи тӗллеве – Раҫҫей чапӗпе вӑй-хӑватне ҫирӗплетессине – пурнӑҫлассишӗн пӗр ҫын пек малалла ӑнтӑлас шутлӑ.
Конституци нормисене пӑхӑнни, влаҫпа халӑх пӗр шухӑшлӑ пулни, ҫынсем Раҫҫей Президенчӗ В.В. Путин пурнӑҫа кӗртекен ҫул-йӗре ырласа йышӑнни ҫӗршыва аталантарас ӗҫре малашне те шанчӑклӑ ориентир пулассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Пурсӑра та тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата тӑван Чӑваш Енпе аслӑ Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан мӗнпур ырӑ пуҫарура ҫитӗнӳсем сунатӑп.
Уявпа, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ ячӗпе сире!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)