12 декабря 2015 г.
Районăн хисеплĕ çыннисем!
Сире патшалăх уявĕпе _ Раççей Федерацийĕн Конституци кунĕпе саламлатпăр! Раççей Конституцийĕ _ демократиллĕ Право патшалăхĕн аталанăвĕн никĕсĕ. Эпир паян çĕршывăн Тĕп саккунĕпе пурăнатпăр, пуласлăха йĕркелетпĕр. Конституци нормисем çине таянсах эпир юратнă Раççейĕн тата Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене малашне те ăнăçлă татса парăпăр. Пирĕн тĕп тĕллев _ Патăрьел районĕнче пурăнакан çын, Раççей гражданинĕ пулнă май, яланах хăйне Саккун хỹтĕленине туйса тăтăр.
Раççей Конституцийĕ пирĕн района та ỹсĕмлĕ аталанма май парать. Унпа никĕсленсе çынсен пурнăçне лайăхлатас тесе районта сахал мар ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ.
Уяв кунĕнче çакна та асра тытмалла: эпир пĕрле çеç вăйлă Раççей, чăннипех демократиллĕ, ирĕк çĕршыв туса хума пултаратпăр.
Район пуçлăхĕ М. ПЕТРОВ Район администраци пуçлăхĕ Р. СЕЛИВАНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)