АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хура тăпра ырлăхĕ _ ял халăхĕн пурлăхĕ"

12 декабря 2015 г.

Çапла каланă ĕлĕкех çĕрпе ĕçлекен ял çыннин тăрăшулăхне хак парса. Чăнах та, çĕре мĕн чухлĕ лайăхрах пăхатăн _ çавăн чухлĕ пурлăх ытларах парать вăл.

Юлашки вăхăтра çĕр лаптăкĕсенче хыт-хура кашласа ларни, çĕр-аннемĕрпе кирлĕ пек усă курманни пирки республика шайĕнче те ыйтăва чылай çивĕчлетеççĕ. Çак пулăм чăн малтан колхозсем саланса кайнипе, çамрăксем ытларах хулара тĕпленсе пурăннипе çыхăннă тесе çирĕплетес килет. Анчах та ĕмĕртен хамăра тăрантса пыракан çĕр-аннемĕ- ре юрăхсăра кăларсан этемĕн малашлăхĕ епле пулĕ?

Декабрĕн 10-мĕшĕнче Алманчă ял тăрăхĕнче иртнĕ тĕл пулура та шăпах усă курман çĕр лаптăкĕсем пирки пулчĕ те калаçу. Тĕл пулăва район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ экономика, ял-хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи Л. Кузнецов, Ю. Никитинпа А. Майрушкин специалистсем, ял тăрăх специалисчĕсем, ял старейшини А. Дружинин, фермер хуçалăх ертỹçисем, ялти культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Фомин ял çыннисем хăйсем çĕр лаптăкне документпа кирлĕ пек туманнине, хуçисем хăйсен пайĕсене йышăнманнине пĕлтерчĕ. Çапах та çакна палăртма кăмăллă: ял тăрăхĕнче пĕтĕм çĕр лаптăкне сухаланă, ниçта та хыт-хура ашкăрмасть. Нумай çĕр хуçи хулара пурăннипе еткертен, ашшĕ-амăшĕнчен çĕр пайне илнĕ, анчах ăна межевани туман. Ку вăл çĕр хучĕсене тăвас ĕç кăткăссине пула та çапла пулĕ-ха. "Çапах та пурпĕрех лăпланса лармалла мар. Кашни çĕр лаптăкĕн хуçи пулмалла. Хуçа пулни кăна мар _ çĕрпе усă курмалла. Хăйсем усă курмаççĕ пулсан _ арендăна памалла. Ку ĕçе те веçех документ тăрăх, саккунпа килĕшỹллĕн тумалла. Район администрацийĕ вара май килнĕ таран пулăшма тăрăшать", _ çирĕплетсех каларĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Фомин сăмахне пĕтĕмлетсе райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Леонид Валерьевич.

Алманчă ял тăрăхĕ çĕрсене регистрацилес ĕçе 82 процент пурнăçланă. Ĕç малалла та пырать. Кашни кун тенĕ пекех çак ыйтупа тимлеççĕ администрацинче: çĕр лаптăкĕсен аякра пурăнакан хуçисене шыраса тупаççĕ, чĕнсе илеççĕ, документсене тăвассипе вĕçне çитиех ĕçлеме хистеççĕ...

Тĕл пулура çĕр пирки çивĕч ыйтусем çуралчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ Н. Федоров фермер хăйĕн сăмахĕнче райадминистраци представителĕсем, специалис- чĕсем ял тăрăхне килсех çỹрени, конкретлă ыйтусене сỹтсе явни, пĕлменнине ăнлантарса пани питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. Çакă вăл малалла ĕçлеме хистет, çĕнĕрен те çĕнĕ проектсем, плансем тума хавхалантарать.

Н. НИКИТИНА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика