12 декабря 2015 г.
Декабрĕн 16-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Унăн тĕп теми _ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2016 çула валли Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕ.
Информаци кунĕнчех ытти ыйтусене те пăхса тухĕç, сỹтсе явĕç: алкоголь тата спирт тытăмлă пахалăхсăр шĕвексене сутма, сарма юраманни, Чăваш Республикинче Çĕнĕ çул тата Раштав праçникĕсенче тата 2015 _ 2016 çулсенчи хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасси.
Пирĕн районта ĕçлекен информаци кунĕн ушкăнĕсем малтанах районти структура подразделенийĕн ертỹçисемпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене çивĕчлетĕç, ун хыççăн тĕрлĕ ял тăрăхне çитсе вырăнти халăхпа, коллективсемпе тĕл пулса калаçĕç, вĕсен ыйтăвĕсене хуравлĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)