АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăранса тухайрĕç йĕркесем

12 декабря 2015 г.

Литература çулталăкĕнче районта мĕнле çеç мероприяти иртм-ест-тĕр. Вĕсене, паллах, культура çурчĕсен, вулавăшсен ĕçченĕсемпе шкул ачисем ытларах явăçаççĕ. Чылайăшне вара библиотекарьсем йĕркелесе ертсе пыраççĕ. Хальхинче ирттерни те вĕсемпех çыхăннă. Ĕç планĕпе килĕшỹллĕн йĕркелеме палăртнă сăвă вулакансен конкурсне. Мероприяти пуласси чылай маларах паллă пулнă. Суйласа илмешкĕн тăватă тема сĕннĕ: вăрçă тата тăван çĕршыв çинчен, лирика, автор пултарулăхĕ. Кирек хăш чĕлхепе те халăх умне тухма юрать. Вулакансен пултарулăхне сумлă жюри хак парать.

Вулавăш ĕçченĕсем культура çурчĕсен сцени çине тăтăш тухакансем тесе те палăртма пулать. Вĕсемсĕр юрă-ташă мероприятийĕсем иртмеççех. Ял, район уявĕсенче те халăх канăвне йĕркелеме хутшăнаççĕ вĕсем. Анчах черетлĕ мероприятинче кашнийĕ пăлханни палăрчĕ.

Кăçал тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине паллă турăмăр. Çакă сисĕнчех конкурсра. Чылайăшĕ вăрçă темиçе суйласа илнĕ. А. Кузнецова Р. Сарпи сăвви тăрăх инсценировка хатĕрленĕ. Артист ăсталăхĕ пур унра. Тумĕ те килĕшỹллĕ. Паянхи кун та амăшĕ ывăлне вăрçăран таврăнасса куç пек кĕтнине витĕмлĕн кăтартса пама тăрăшрĕ. Л. Хитрова, Л. Ежова, Н. Лекерова, Е. Степанова, Р. Хакимова, А. Шелякова тата ыттисем те вут-çулăмпа алхаснă вăрçă кунĕсене куç умне кăларттарма тăрăшрĕç. П. Хусанкайăн "Таня" поэмин сыпăкĕсене Л. Платоновăпа Т. Степанова вуларĕç. Пĕрешкел сăвăсем суйласа илнисем татах та пулчĕç. Л. Титовăпа Л. Сорокинăна "Вишня", Е. Степановăпа О. Кутузовăна "Жди меня" килĕшнĕ-мĕн.

Пултаруллă чăнах та вулавăш ĕçченĕсем. Чăваш Енре К. Иванов çулталăкĕ пулнине те палăртмасăр хăвармарĕç вĕсем. Акă, А. Капитонова Константин Ивановăн "Нарспи" поэмин сыпăкĕсене пĕр пăхмасăр, такăнмасăр чуна витерсе мĕн тăршшĕ вуларĕ. Тус-юлташĕсен умне тухать пулин те тумне те килĕшỹллĕ тăхăннă. Интонацийĕ те пур. Çакнашкал мероприятине пуçласа хутшăнманни курăнатех. Ĕç стажĕ те çирĕплетет ăна. О. Хомуткина та К. Иванов пултарулăхне çутатса унăн ачалăхне куç умне кăларттарчĕ. Р. Мышова та çак авторах суйласа илнĕ.

А. Иголкина, Н. Ракова, З. Калимуллина, И. Аксакова, С. Убаськина библиотекарьсем С. Есенинпа А. Пушкин сăввисене вуларĕç. Г. Черекова, Г. Рахматуллина, Г. Айбетова тутар çыравçисен пултарулăхне вырăна хучĕç. Пĕтĕмлетсе каласан пĕр вулавăш ĕçченĕ те конкурсран пăрăнса юлмарĕ. Тĕп библиотека директорĕ Н. Исаева хăй те ку енĕпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартрĕ.

Автор сăввисене вулаканни вара Т. Каруева пĕчченех пулчĕ. Çĕнтерỹçĕсен шутне кĕчĕ. Вăл "Анне чĕри" хайлава поэма евĕрех çырнă. Пултарулăхĕ пур.

Пĕрремĕш пĕлĕм чăмаккаллă пулать, теççĕ. Тỹресем те тишкерỹллĕрех хаклама пăхрĕç пуль ĕçе. Çакна хăйĕн сăмахĕнче жюри председателĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн вырăс чĕлхипе литература учителĕ В. Афанасьева та палăртрĕ.

Шкулта ачасене пĕр сăвва программăпа килĕшỹллĕн класĕпех вĕренме парса яраççĕ. Анчах кунта урок мар-çке. Е сцена çине халăх умне пĕрешкел номерпех иккĕ тухни те килĕшỹсĕр. Çавăнпа та маларах кам мĕн суйласа илнине калаçса татăлнă пулсан та вырăнлă марччĕ-ши?

Пурте çĕнтерỹçĕ пулаймаççех ĕнтĕ. Çавăнпа конкурс. Пĕрремĕш вырăнсене тематикăсемпе Кивĕ Ахпỹртри А. Капитонова, Туçари А. Кузнецова, тĕп библиотекăри Н. Ракова тухрĕç. Иккĕмĕшĕнче _ М. Хлебникова, Л. Платонова, Л. Сорокина, И. Гаврилова тата И. Аксакова. Виççĕмĕш вырăнсемшĕн дипломсемпе парнесене Л. Ежова, Т. Степанова, С. Айзатуллова, Л. Титова, А. Фролова, Р. Мышова тивĕçрĕç.

Конкурсантсем çак сăвăсене календарьпе çыхăннă уявсенче каласа пама пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсене вара Литература çулталăкне пĕтĕмлетекен мероприятинче сцена çине тухма сĕнес килет.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика