АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте кăмăлтан хутшăнчĕç

12 декабря 2015 г.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта математика, физика тата информатика эрни иртрĕ. Урок тулашĕнчи ĕç вĕрентỹпе воспитани ĕçĕн уйрăлми пайĕ-çке. Вăл ачасен пĕлĕвне тарăнлатать, вĕсен пултарулăхĕсене аталантарать, тавракурăмне анлăлатать, вĕренекен предмет патне интерес çуратать.

Эрне тăршшĕпех уроксенче çитĕнекен ăру истори материалĕсемпе паллашрĕ, задачăсем шутларĕ, ăстаçăсене палăртрĕ, ребуссем, кросвордсем хатĕрлерĕ, юмахсем шутласа тупрĕ. Эрнен пĕрремĕш кунĕнче ачасем патне математикăн юмахсенчи сăнарĕсем _ Незнайка тата Королева _ килчĕç. Унтан методика пĕрлешĕвĕн вĕрентекенĕсем Э. Салиховăпа Г. Юсупова шашка-шахмат турнирне ирттерчĕç. Вăл тарăн шухăшлама, тимлĕ пулма вĕрентет. Шашкăлла выляса пĕрремĕш вырăна Р. Тазюков, И. Субханкуллов, А. Абейдуллов, З. Алеева, И. Янтыкова, шахматпа Н. Незиров тухрĕç.

Пиллĕкмĕшсем "Математикăн интереслĕ сехечĕ" викторинăра тупăшрĕç. Ăна Г. Феткуллова вĕрентекен йĕркелерĕ. Т. Шапка пулăшса пычĕ. "Пуçватмăша туп", "Шỹтлĕ ыйтусем", "Шутлав задачисем", "Логига задачисем" конкурссене хастар хутшăнчĕç. 5бсем çĕнтерчĕç.

"Тĕлĕнтермĕш уйĕ" вăййа тăххăрмĕшсем хутшăнчĕç. Суйласа илмелли тата тĕп турсене виçшерĕн явăçрĕç. Г. Айзатуллова çĕнтерỹçĕ пулчĕ. "Математика брейн-рингне" 10-11-мĕшсем кĕчĕç. 2 командăра ултшарăн тупăшрĕç. Вĕсем 5 раунд витĕр тухрĕç. Капитансен конкурсĕнче Ч. Незирова тавçăруллăрах пулчĕ. Ребуссене Д. Салихова ăста шутларĕ. Туслăх çĕнтерчĕ.

6-7 классем те вăйăсене хастар хутшăнчĕç. Конкурса 3 команда тăратрĕç. Çиччĕмĕшсен тавçăрулăхĕ хăвăрт пулчĕ. Г. Куакалова, Р. Ильясова, К. Минабутдинова вăр-вартарах иккен.

Физикăпа ирттернĕ "Умники и умницы" вăййа саккăрмĕшсем выляма кăмăл турĕç. З. Шамсутдинова, Ч. Пукачова, Р. Кралов тата ыттисем те тавçăрулăх кăтартрĕç. Ăспа ирттернĕ сăнавра укçа хутаççи те çунманни тĕлĕнтерчех.

Эрне вĕçĕнче кăтарту хатĕрĕсен, хаçатсен конкурсĕ пулчĕ.

Çĕнтерỹçĕсене линейкăра чысларĕç.

Э. САЛИХОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика