12 декабря 2015 г.
Хисеплĕ туссем! Чăваш халăхĕн кулăш журналĕ "Капкăн" 90 çул тултарчĕ. Çапах та ăна ват асатте тесе пĕртте калас килмест. Кулăш вăл нихăçан та ватăлмасть, яланах пирĕнпе юнашар. Ача та çуралсанах пĕрехмай макăрмасть, хитре куллипе кулса пире савăнтарать. Çапла этем хăй ĕмĕрĕ тăршшĕпех кулать, шỹтлет, кăмăлне хăпартса савăнать.
Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен шỹт- леме юратнă. Халĕ те вăл кулăша питĕ юратать. Тĕрлĕрен уявра е концертсенче шỹт-мыскара кăтартсан вара хаваслансах алă çупать. Хăйĕн ачисем е мăнукĕ-сем мĕн те пулин кулăшли туса кăтартаççĕ пулсан, ун пирки кỹршисене е тăванĕсене каласа параççĕ, пĕрле кулаççĕ. Пĕр сăмахпа, кулăшсăр пурнăç пулмасть вăл.
Юптарусемпе кулăшсем, шỹтлĕ сăвăсемпе юрăсем, ỹкерчĕксем, сатирăпа юморăн мĕн пур жан- рĕсем _ анекдотран пуçласа памфлет таранах _ журналта вырăн тупаççĕ. Пĕтĕмпех _ хамăр пурнăçран илнисем, кунсерен пулакан япаласене кулăшла сăнласа панисем.
Паллă çыравçăсен сăвви-калавĕсем, çавăн пекех вулакансен хайлавĕсем те "Капкăн" страницисенче кун кураççĕ. Чăннипех те халăх журналĕ вăл _ "Капкăн"!
В. СМЕЛОВ. "Капкăн тусĕ"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)