26 декабря 2015 г.
Шкулта ачасене кĕтмен çĕртен сиксе тухакан пулăмсенчен _ инкек-синкекрен, çут çанталăк сиенĕнчен, пушартан, терроризмран _ асăрханма хăнăхтарасси _ тĕп тĕллев. Теорине пĕлни çеç мар, ку енĕпе практика та пĕлтерĕшлĕ. Район администрацин вĕрентỹ, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн йышăнăвĕпе кашни мероприятин планĕ пур. Çак кунсенче класс ертỹçисем ашшĕ-амăшĕпе тĕнчери террористсен усал, сăтăрлă ĕçĕсем пирки калаçу ирттерчĕç. Классем хушшинче "Эпир _ терроризма хирĕç!" ỹкерчĕксен конкурсне йĕркелерĕмĕр.
Вĕсенче ачасем хăйсен тарăн шухăшне палăртрĕç, чуна ыраттараканнине сăнларĕç. Уйрăмах Д. Дюкина, К. Козлова, М. Краснова, К. Соколова, Д. Колосова, А. Краснов, О. Цыганов, Т. Пушкина, К. Каллина, В. Аппакова, А. Дюкина, Ю. Бородова, С. Быкова, Алинăпа Анна Яковлевасем, И. Григорьева, К. Арланов, А. Сынкова палăрчĕç. Вĕрентỹ "пушар" эвакуаци- йĕпе вĕçленчĕ. Ачасем хăйсем мĕн пĕлнине туллин кăтартрĕç.
В. АНТИПОВ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)