АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул каникулĕ пенсионерсемшĕн чăрмав пулмĕ

26 декабря 2015 г.

ÇĔНĔ ÇУЛ умĕн пысăк ĕç тума е тата инçе çула тухма шухăш тытнă çынсемшĕн питĕ меллĕ вăхăт темелле. Ара, 2016 çула кĕтсе илнĕ хыççăн тепĕр вунă кун умлă хыçлă канатпăр-çке! Çур отпуск е чăн-чăн каникул теме пулать!

Пăшăрханма кирлĕ мар: уяв кунĕсем вăрăма тăсăлни никамшăн та йывăрлăх пулмĕ. Пенсионерсем те укçа-тенкĕ тĕлĕшпе чăрмав туймĕç, пенсисене графикран маларах та илĕç. Урăхла каласан, юратнă мăнукĕсемпе ачисене Хĕл Мучи кучченеçне парнелеме майне-шывне тупĕç. Çĕнĕ çулхи январĕн 3-мĕшĕнче почтальонсем урлă алла пенси илекенсемпе декабрĕн 30 тата 31-мĕшĕсенчех татăлĕç. Ыттисене вара хăйсен графикĕнчен маларах _ январĕн 5,6, 9-мĕшĕсенче пенси укçисемпе тивĕçтерĕç. Банк çăмăллăхĕпе усă куракансен те çĕнĕ çулхи пĕрремĕш уйăхшăн укçи маларах куçĕ.

Сăмах май каласан, пирĕн районта тивĕçлĕ канăва тухнисен 37 проценчĕ тĕрлĕрен банк клиенчĕсем.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика