АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумăр çăвать-и е çил-тăман _ пушар хуралĕ саншăн ялан

26 декабря 2015 г.

 ЫРАН, декабрĕн 27-мĕшĕ, Раççейре МЧС службин ĕçченĕсен кунĕ. Календарьте ăна "День спасателя" тесе палăртнă. Пурнăçра кĕтмен-туман çĕртен сиксе тухакан йывăрлăхсенче, инкексенче пĕрремĕш утăм тă- вакансем шăпах чрезвычайлă лару-тăрăва парăнтаракан специалистсем. Районта сиксе тухнă хăрушлăхра (пушар е çул çинчи пысăк авари) эпир тăруках "01" тата "112" служба сотрудникĕсене шăнкăрав яратпăр. Паянхи кун пушар хуралĕпе унăн надзор органĕнче 29 ĕçчен вăй хурать. Вут-çулăмпа куçа-куçăн тăракансем Гиппократ тупине йышăннă шурă халатлă медработниксем пекех: çумăр çусан та, çил-тăманта та инкек пулнă вырăна çитме васкаççĕ. Вĕсен яваплăхĕпе теветкеллĕхне хакласа та пĕтерес çук. Малашнехи ĕçре вĕсене Турă пулăштăрах.

Районти пушар надзорĕн тата пушар хуралĕн ĕçченĕсене район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата район пуçлăхĕ Михаил Петров професси уявĕпе саламлаççĕ, çăмăл мар служба ĕçĕнче ăнăçу, çитĕнỹ, пысăк хастарлăх сунаççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика