АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта Çĕнĕ çул елкисем пуçланчĕç

26 декабря 2015 г.

 Шартлама хĕл уйăхĕнчи çанталăк "йăлăнтармăшне" пула таврана выртнă шурă юр каллех куçран çухалчĕ пулин те, инçетри Çурçĕртен çула тухнă Хĕл Мучипе Юрпике раштавăн 23-мĕшĕнче каçхине пирĕн район центрне те килсе çитрĕç. Çапла вара Патăрьел районĕнче елка пуçланчĕ.

Район администраци çурчĕ умĕнче вырнаçтарнă капăр чăрăш йĕри-тавра шăпăрлансемпе шкул ачисем, вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Районти культура çурчĕн методисчĕ Вероника Арланова тата тĕрлĕрен юмахри сăнарсене уçса паракан ытти хастарсемпе пĕрле юрларĕç те, ташларĕç те, тĕрлĕрен хусканусем турĕç, шур сухаллă Хĕл Мучи умĕнче хăйсен пултарулăхне те кăтартма ĕл- кĕрчĕç... Урăхла каласан Çĕнĕ çул умĕнхи флешмоб пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

Çĕнĕ çул елкине пуçласа кăçал пĕрре мĕш хут районта "çутма" пуçтарăннисене район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов саламларĕ, пурне те уявсене пысăк хавхаланупа, çитĕнỹпе, ăнăçупа кĕтсе илме ырă сунчĕ.

Çак кунтан вара Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем старт илчĕç, малалла кашни кунах районти ача сачĕсемпе шкулсенче, культура учрежденийĕсенче, коллективсенче уява паллă тума капăр чăрăш тавра пуçтарăнĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика