26 декабря 2015 г.
Çул вĕçленет, çĕнни пуçланать. Кану кунĕсем те çак вăхăтра ытларах пулаççĕ. Ĕçĕ те хушăнать. Çулталăка пĕтĕмлетмелле. Малашлăх тĕллевĕсене палăртмалла.Культура ĕçченĕсен вара кану çинчен мансах мероприятисем ирттермелле. Ĕмĕчĕсем мĕнле-ха Анат Тăрмăшĕнчи культура çуртĕнче вăй хуракансен? Вĕсен ĕçĕпе паллашас тĕллевпе йĕркелерĕç ку хутĕнче вырăна тухса ирттернĕ семинара. Унăн ĕçне район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов хутшăнчĕç.
Культура ĕçченĕсем çулталăк тăршшĕпе сахал мар мероприяти йĕркелеççĕ. Ял, район, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ сцена ăстисем. Анчах пĕрисен хастарлăхĕ пысăк, теприсен вара хавшакрах. Çавна тишкерме пулăшакан мероприяти тесен те йăнăш пулмĕ черетлĕ семинара. Унта массăллă кану вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнмаллине аса илтерчĕç, уявсенче общественноçпа пĕрлехи дежурство йĕркелемелли çинче чарăнса тăчĕç. Мероприятисене вара кашнийĕн ỹсĕм çулне кура явăçтармаллине палăртса хăварчĕç.
Вырăнти культура çурчĕн ĕçĕпе Н. Квасова ертỹçĕ паллаштарчĕ. Семинара хутшăннисем ял библиотекинче музей валли пуçтарнă экспонатсене курчĕç.
Çывăх вăхăтра йĕркелемелли мероприятисем сахал мар районта. Календарьпе çыхăннисене те палăртмасăр ирттереймĕн. "Раштав", "Кинофильмсенчи юрăсем", "Ташăсен тĕнчинче", "Чăваш пики", "Библиокаç"... пурте халăх кăмăлне каяканнисем пулса кайрĕç. Ача-пăча чылайăшне явăçать. Çурхи ака-суха вĕçленсен ирттерекен акатуя, Район кунĕсене ютран килекен хăнасем те йышлă. Паллă çынсен юбилейĕсем те палăртмасăр юлмаççĕ. Хăш-пĕр ялсенчи фольклор ушкăнĕсене тивĕçлĕ канăва тухнисем те çỹреççĕ. Вĕсем авалхи ырă йăла-йĕркене манăçа кăларма памаççĕ. Культура çурчĕсемпе библиотекăсенче йĕркелекен тĕрлĕ выставка асанне арчи тĕпĕнче упранакан тум тире те, паян "чире" çаврăннă вĕтĕ канвапа тĕрлекен алă ĕçĕсене те ыттисене кăтартса тĕлĕнтеретех. Мĕн кăна тума пĕлмест ĕçчен халăх. Хĕл кунĕсенче кĕрĕк арки йăваласа ларакан сахал. Вĕсенче те интерес хускатма пĕлмелле культура ĕçченĕсен. Çакнашкал пĕтĕмлетỹ патне тухрĕç семинара хутшăннисем.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)