АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ветеранĕсене чысларĕç

26 декабря 2015 г.

Çак кунсенче районти тĕп библиотекăра Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2014 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн хĕрарăмсем 37,5, арçынсем вара 42,5 çул ĕç стажне пуçтарнисене "Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕ" удостоверенине парса чыс турĕç. Хăйсен ырми-канми ĕçĕпе, пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе çак ята тивĕçнисен ушкăнне тепĕр 25-ĕн хутшăнчĕç. Паянхи кун тĕлне 1786 гражданин удостоверени алла илнĕ, вĕсенчен 531-шĕ Республика Пуçлăхĕн Указне улшăну кĕртнĕ хыççăн, урăхла каласан кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен.

Ĕç ветеранĕсене район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Марат Айзатуллов, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Наталия Никитина саламларĕç, пархатарлă та кăтартуллă ĕçшĕн тав турĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика