26 декабря 2015 г.
Шкул хаçачĕсен регионсен хушшинчи "Шкул-пресс" ятпа иртекен пултарулăх уçă конкурсĕ (вăл республикăри Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви пуçарнипе иртет) ĕçсене малалла йышăнать. Çавăнпа та "Грани" хаçат редакцине шкул хаçатĕнче кун çути курнă материалсене пичетленĕ виçĕ номере раштавăн 30-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: 429950, Чăваш Республики, Çĕнĕ Шупашкар хули, Советская урамĕ, 14а, "Шкул-пресс" конкурса.
х х х
Раççейре вара "Аслă Çĕнтерỹ паттăрĕсем" литература конкурсĕ иккĕмĕш хут иртет. Творчество пултарулăхĕпе çыхăннă литература конкурсне темиçе тапхăрпа йĕркелеççĕ. Пĕрремĕшĕ çитес çулхи февралĕн 10-мĕшĕччен пырĕ. Заявкăсене qvp2016@mail.ru электронлă адреспа йышăнаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)