АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыру валли сирĕн кирлĕ сĕнỹ пур-и?

16 декабря 2015 г.

 ÇУЛСЕРЕНЕХ Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Республикинче Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне тухмалли Çырăвне хатĕрлеççĕ. Халĕ шăпах çакнашкал тапхăр пырать. Часах пирĕн Республика Элтеперĕ те Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухĕ.

Пĕлтерĕшлĕ Çырăва хатĕрленĕ çĕре республикăра пурăнакансем пурте хутшăнма пултараççĕ. Мĕн кĕртмелле-ха унта, мĕн сĕнмелле? Тĕрĕссипе хăвăрăн ĕçлĕ шухăшăра пĕтĕмпех пĕлтерме юрать. Паллă ĕнтĕ, тĕпрен илсен унта 2016 çулхи тĕллевсем çырăнĕç. Чă- ваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки ытларах ыйтусене çĕклеме палăртнă. Экономикăна лайăхрах аталантарас, кăтартусене ỹстерес тесен мĕн тумалла? Çынсен пурнăç условийĕн шайне епле лайăхлатмалла? Енчен те сирĕн Çыру валли сĕнỹ çуралсан вĕсене çак адреспа ярса памалла: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10 çурт. "Çыру хатĕрленĕ çĕре" тесе палăртмалла. Шухăшăрсене электронлă адреспа яма та май пур: pres5@cap.ru. analit2@cap.ru. analit1@cap.ru. analit9@cap.ru.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика