16 декабря 2015 г.
ЭТЕМĔН шалти туйăмĕ çакнашкал: çу пуçланас умĕн ăшă куншăн тунсăхлать, хĕл умĕн шартлама кунĕпе ытарайми юрне тилмĕрсе кĕтет. Хальхи вăхăтра урамра Хĕлип хĕрĕ пикенсех саркаланмалли вăхăт çитнĕ пулин те пас тытнă йывăçсем куç тулли илемпе те савăнтарамаççĕ-ха, сăрт айккинче шăпăрлансен сасси те ян! та ян каймасть!.. Урăхла каласан, ваттисем калашле, хĕллехи Микуласăр хĕле кĕтсе илейместпĕрех пулĕ. Аса илтеретпĕр, унччен вара вăхăчĕ нумаях юлмарĕ: православи календарĕпе шăматкун, декабрĕн 19-мĕшĕнче çветуй Николай кунĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)