16 декабря 2015 г.
ÇАК кунсенче çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн управленийĕнче ирттернĕ брифингра ведомство пуçлăхĕ пĕлтернĕ хыпар чылай водительшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Сăмах кунта акă мĕн пирки пырать. Енчен те çул çинче йĕркене пăснă водитель штрафпа çийĕнчех татăлсан ăна унăн çуррине çеç тỹлеттерес текен шухăш пур-мĕн. Çĕнĕлĕх çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Çăмăллăхĕ савăнтарать те-ха, анчах йĕркене пăсакансем нумайланмĕç-ши?
Кăрлачăн 15-мĕшĕнчен вара тепĕр саккун та пурнăçланма пикенет. Вăл та водительсенех пырса тивет. Суд приставĕсем вĕсем тĕлĕшпе исполнительнăй ĕç пуçарнă пулсан вĕсене çула тухма чарма пултараççĕ. Çакнашкал йĕрке сывлăха сиен кỹнине саплаштармалла йышăну кăларнисене, алиментпа парăмлисене, административлă штраф тỹлемеллисене пырса тивет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)