16 декабря 2015 г.
Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов декабрĕн 14-мĕшĕнче ирттернĕ анлă канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтăвĕсем тĕпрен илсен районти организаци-предприяти, учреждени, ял тăрăхĕсемпе коллективлă хуçалăх ертỹçисемшĕн паян-ыранах, хыçран-хыçа хăвармасăр, пысăк яваплăха туйса çĕнĕ çулччен татса памаллискерсем пулчĕç. Пысăк аудиторипе усă курса канашлурах районшăн пĕлте- рĕшлĕ ытти проблемăсене те çивĕчлетрĕç.
Канашлăва хутшăннисем умĕнче чăн малтанах район полицийĕн начальникĕ А. Фомин хальхи вăхăтра кĕсье телефонĕ е тата Интернет тетелĕ урлă ултавçăсен серепине çакланас хăрушлăх пысăк пулнине пĕлтерчĕ. Паян ансат меслетпе укçаллă пулас текен мошенниксен аллине çакланас темесен, усала хирĕç пурте харăс тăмалла, халăха çакăн пирки тĕплĕн ăнлантармалла, тĕрлĕрен суя шăнкăравсене е СМС-кăсене ĕненмелле мар. Йĕрке хуралĕн ертỹçи хăйĕн сăмахĕнче çак шухăша пусарсах çирĕплетрĕ çеç мар, хамăр тăрăхра та ун пек тĕслĕхсем пулнине те каларĕ. Район администраци пуçлăхĕ ыйтăва çийĕнчех уçăмлатма ыйтрĕ, преступленисем хăш ял тăрăхĕсенче пулнипе кăсăкланчĕ, çак ыйтупа вырăнти уполномоченнăйсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем витĕмлĕрех ĕçлемеллине палăртрĕ. Мошенниксем вара телефон хуçин шанăçне кĕрсе Патăрьелĕнче, Шăнкăртамра, Треньелĕнче пурăнакан хăш-пĕр çынсене чике тăршшĕ лартнă, улталанă, банк счечĕсем çинчи укçисене касса илнĕ.
Çулталăкри чи савăнăçлă та хаваслă уявсенчен пĕрисем _ Çĕнĕ çулпа Раштав праçникĕсем. Вĕсене мĕнле хăпартланупа кĕтсе илесси пĕтĕмпех хамăртан, хамăр ăсталăхран, пултарулăхран, тăрăшулăхран килет. Шел пулин те ырă кăмăллă Хĕл Мучи пире мĕнпур ырлăха, илеме килсе туса параймасть. Район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ социаллă аталану, туризм тата вырăнти сомоуправлени органĕсемпе тимлекен пай пуçлăхĕ Марат Айзатуллов ял тăрăхĕсемпе организаци-предприятисем, ытти коллективсем хăйсен кантур умĕсене уяв сĕмĕ кĕртес тĕлĕшпе иртекен районти конкурса мĕнлерех хастарлăхпа хатĕрленнине информаци пачĕ. Малтанхи пĕтĕмлетỹ кăмăла уçаймарĕ. Çĕнĕ çул умĕнхи конкурса хутшăнас тĕллевпе чăнласах та тĕплĕн хатĕрленнисен ушкăнĕнче пĕр ят та тухманни ертỹçĕсем çак яваплăх çине çиелтен пăхнине çирĕплетрĕ. "Район центрĕнче те, хăш-пĕр ялсенче те уйрăм граждансем Çĕнĕ çул уявне чăнах та чунне парса ха- тĕрленни сисĕнет. Ку вăл ял пуçлăхĕсен пуçарăвĕпе пулнăскерсем мар, çакна ан арпаштарăр, çын аллипе кăвар ан туртăр... Çитменлĕхсене вара çак кунсенчех пĕтермелле",_ ыйтăва çивĕчлетрĕ хăйĕн калаçăвĕнче Марат Минсеитович. Малалла вăл çĕнĕ çул елкин программипе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Тема тăсăмне районти пушар надзорĕн начальникĕ В. Яковлев тата ытларах çивĕчлетрĕ. Паллă ĕнтĕ, йăлтăр-ялтăр çутăсемлĕ уяв хаваслă кăмăлпа çеç вĕçлентĕр тесен, чăн малтан утренниксемпе йăлана кĕнĕ коллектив савăнăçĕсенче вут-кăвар сиксе тухма пултаракан йĕркесене çирĕп пăхăнмалла.
Канашлура кулленхи çивĕч ыйтусем те айккинче юлмарĕç: хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатса тăрасси, ял тирпей-илемĕ, ку тĕлĕшпе пурнăçламалли малашлăх плансем тата... Тата хамăр пурăнакан вырăнти кашни лаптăк çĕре регистрацилесси, унăн хуçине тупасси, унтан тупăш илесси. Шел пулин те çак яваплă ĕçпе эпир хальлĕхе республикăра хыçалтан пăхсан çеç пĕрремĕш шутланатпăр. Кун пирки нумай пулмасть пирĕн районта пулнă ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов та пусарсах каларĕ. Районта ку тĕлĕшпе "пăр" тапранни сисĕнет. Район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи Л. Кузнецов иртнĕ эрнере ятарлă комиссипе вырăнсенче çак ыйтупа мĕнле ĕçленипе кăсăкланса тĕрĕслеве тухрĕ. Ĕçлĕ çул çỹрев хыççăн мĕнле те пулин йышăну пулатех-тĕр...
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)