31 декабря 2015 г.
УЛĔСЕМ шултăраланас енне сулăннă çынна унăн чăтăмлăхĕпе тỹсĕмлĕхне, матурлăхне кура-ши "Ватă çын _ тăватă çын" тесе хаклаççĕ. Çак хисепе тивĕçме, çĕнсе илме вара пĕрре те çăмăл мар-тăр.
Паттăр ен тесе пĕлекен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вăрăм ĕмĕрлĕ кинемейсемпе мучисем сахалах мар. Çывхарса килекен Çĕнĕ çула хăйсен çывăх тăванĕсемпе пĕрле тăххăрмĕш теçетке урлă каçнă 218 шурсухал кĕтсе илĕ. Пурнăçра хурапа шурри сахал мар черетленнине пăхмасăр, нуши-тертне тỹснине шута илмесĕр районта иккĕмĕш ĕмĕре куçнă ватăсем те пур. Сăмахран, Пăлакассинчи П. Суркова кăçал 100 çул тултарчĕ, Нăрваш Шăхалĕнчи В. Яковлев, Анат Туçари П. Медведев, Чăваш Ишекĕнчи Д. Калинникова иртсе пыракан çулталăкра хăйсен 101-мĕш çуралнă кунне паллă турĕç. Ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн епле мăнаçлăх ан пултăр çакă!
Кивĕ Катекри Анастасия Михайловна Исаева вара чăнласах та районăн Хĕрлĕ кĕнекине çырăнса юлĕ: Наçтук аппа 106 çул тултарнă!
Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан вăрăм ĕмĕрлĕ çынсемпе Шăнкăртамсем пуян. Паян кунта 90 çул урлă каçнă çирĕм ватă пурăнать. Патăрьелĕнче çак списокра 16 хушамат, Туçара _ 14.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)