31 декабря 2015 г.
АЙОНТИ пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçал пирĕн районта 34 пушара шута илнĕ. Вут-кăварпа пулнă инкексем маларахри çулхипе танлаштарсан сахалтарах. Урăхла каласан, "01" служба ĕçченĕсем çине-çинех вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçусем ирттернин, тĕрлĕрен рейдсем йĕркеленин усси пурах.
Анчах та çакна та палăртса хăвармалла. Синкерлĕхре камăн та пулин пурнăçĕ кĕтмен çĕртен татăлни, вĕсем вăхăтсăр сивĕ çĕр айне кĕрсе выртни пăшăрхантаратех. Кăçал та пилĕк çын пушарти вут серепинчен хăтăлайман. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен айăпĕпе пурнăçран уйрăлнă: ỹсĕрле пỹртрех чикарккă туртнă, электрооборудованипе усă курнă чухне асăрханман... Çĕнĕ çулти хĕрлĕ тĕслĕ упăте пирĕн района ăнăçу çеç кỹтĕр, вăл вут-кăвартан та сыхлатăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)