31 декабря 2015 г.
Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн 2015 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Патăрьел территори суйлав комиссине (ТСК) туса хунă. Унăн полномочийĕсем пилĕк çула тăсăлĕç. Комисси йышне Наталия Алексеевăна, Наталия Атитановăна, Валентина Горбуновăна, Наталья Емелинăна, Геннадий Ларкузова, Леонид Петрова, Петр Савутова, Владислав Спинова, Дмитрий Федоськина кĕртме йышăннă.
ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн тепĕр постановленийĕпе ТСК председателĕ пулма Наталья Васильевна Емелинăна çирĕплетнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)