АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитрĕ, çитрĕ Çĕнĕ çул!

31 декабря 2015 г.

Çĕнĕ çул пуриншĕн те кĕтнĕ те савăнăçлă уяв. Çав шутра Патăрьелĕнчи "Утмăлтурат" ача садне çỹрекенсемшĕн те. Çанталăкĕ çумăрлă тăнăран мĕнле пăшăрханчĕ çитĕнекен ăру Хĕл Мучипе Юр пике килеймесрен.

Кĕтнĕ самант çитрĕ. Уява И. Селиванова ушкăнне çỹрекен ачасем пуçларĕç. Тĕрлĕ костюм тăхăннăскерсем капăр елка йĕри-тавра çаврăнчĕç.

Театра килнĕ пекех туйрĕç ачасен пултарулăхне куракансем. Хăйсем сисмесĕрех вĕсем юмах тĕнчине кĕрсе ỹкрĕç. Хĕл Мучипе Юр пике, Карабас, Фея... ролĕсене вылякансем кунта ĕçлекен воспитательсем пулни каламасăрах паллă. Л. Портновăпа Е. Ежова мероприятине йĕркелеме сахал мар тăрăшнă. Юлашкинчен В. Самакина аслă воспитатель пурне те тепĕр хут Çĕнĕ çулпа саламларĕ. Л. ЮМАНОВА, воспитатель

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика