АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăç парнелекенсем

31 декабря 2015 г.

Çак учреждени çуртне пырса кĕрсенех мана хирĕç "сурăх" сывлăх сунсах иртсе кайрĕ. Унччен те пулмарĕ _ пĕчĕк юр мучисем чутах ураран ỹкеретчĕç. Картлашка тăрăх, ак тамаша, Çĕнĕ çул символĕ _ "упăте" _ сиккелесе анать. "Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе!" _ кăшкăрса саламласа хăварчĕ вăл. Ытти учрежденисенче кунашкаллине курсан тĕлĕнмелле пекчĕ те, анчах та централизациленĕ клуб системинче вара çакă _ кашни кунхи япала.

Ĕç çынни уявсене савăнма кăна мар, кулленхи ĕçрен канма та кĕтсех тăрать. Кашни эрнери кану кунĕсемсĕр пуçне уявсенче ытларах та канатпăр-çке. Централизациленĕ клуб системинче ĕçлекенсен вара праçник кунĕсенче ĕç тата та хĕрỹллĕрех "вĕрет": ăçта концерт лартмалла, ăçта кану каçне ертсе пымалла... Акă, халĕ те Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Пĕрисем сценарисем çыраççĕ, теприсем тумĕсене хатĕрлеççĕ. Юрă сăмаххисене вĕренекенсем те пур. Пурте утаççĕ, çыраççĕ, калаçаççĕ...

Чăнах та, централизациленĕ клуб системин кантурĕнче çỹренĕ май коллектив пĕр сăмахра тăнине, кашни ĕçе пĕрле сỹтсе явни курăнчĕ. Эпĕ те нумай чăрмантарса çỹрес темерĕм, ĕçлеччĕрех. Вĕсем-çке пире савăнăç парнелекенсем, пĕр самантлăха пулсан та йывăрлăхсене манма пулăшакансем.

Н. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика