31 декабря 2015 г.
_ Асамçă та, сиплевçĕ те мар эпĕ. Юрăçă тенипе вара килĕшетĕп. Культура отраслĕнче хамăн вырăна тупни кĕçех вăтăр çул та çитет. Çак тапхăрта ĕçтешĕмĕрсемпе ăçта кăна çитсе мĕнле кăна юрă юрламан-ши! Вĕсене шутласа та, каласа та пĕтереймĕн. Сахал мар вăхăт хушшинче тĕрлĕ сцена çинче, тĕрлĕрен лару-тăрура хамăрăн пултарулăха кăтартма тиврĕ. Сивĕ клубсенче ĕнтĕркесе е тата шар хĕвел питтинче пиçĕхсе юрлани-ташлани те пайтах пулнă. Çапах та эпĕ паян юрăç мар, Хĕл Мучи пулсан, чăн малтанах районти мĕн пур культура çурчĕсене хамăн асамлă вăйпа юсаса çĕнĕ сăн кĕртĕттĕм, вĕсене кирлĕ аппаратурăсемпе тивĕçтерĕттĕм. Ан тив, культура вучахне ялта пурăнакан ватти-вĕтти кăмăлтан уттăр.
Иккĕмĕшĕнчен, 2016 çулта чи хастар та пултаруллă, кăтартуллă ĕçченсене уйрăммăн хавхалантармалли мелĕсене шыраса тупăттăм. Кун валли сăлтавĕ те пур: алăк патнех çитсе перĕннĕ Çĕнĕ çулăмăра Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕç çынни çулталăкĕ тесе ят пачĕ-çке.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)