АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Енчен те эпĕ Юр пике пулсан…

31 декабря 2015 г.

 Марина КОШКИНА, райадминистрацин çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен сектор заведующийĕ:

_ Çĕнĕ çула пурте çĕнĕ ĕмĕтпе, ырă шухăш-кăмăлпа кĕтсе илме тăрăшать. Эпĕ те вĕсен ушкăнĕнчех. Çапах та çак кунсенче эпĕ Юр пике вырăнĕнче пулсан чăн малтанах Хĕл Мучипе пĕрле районти мĕн пур ачасене, сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăррисене, йывăр шăпаллисене пылак çимĕç валеçнĕ пулăттăм: шăккалат, карамель, пастила, торт... Мĕншĕн тесен пирĕн пата çула тухнă упăте питĕ пылак çимĕç юратать. Çавăнпа та уяв сĕтелĕ çине те ыттисемпе юнашарах çак çимĕçсене хума ан манăр. Упăте экзотика çимĕçне мандарин, ананас, киви тата ытти сĕтеле илем çеç кỹрĕ.

Май пуррипе усă курса Юр пике тумне хывиччен Хĕл Мучин асамлă туйипе эрех-сăрапа туслă ашшĕ-амăшне перĕнĕттăм те вĕсене усал чиртен пистернĕ пулăттăм. Ун чухне вара çул çитмен ачисене тивĕçлĕ воспитани паманшăн комисси ларăвĕнче питне хĕретекен ашшĕ-амăшĕ те сахал çакланĕ.

Çĕнĕ çул ячĕпе сире, çĕнĕ телейпе!

Хĕл Мучипе тата Юр пикепе юнашар А. Егорова пулчĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика