АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула кам, ăçта, мĕнле кĕтсе илет?

31 декабря 2015 г.

П. АНЮРОВ, "Красное Знамя" СХПКан аслă экономисчĕ, 47 çулта:

"Çĕнĕ çула килте çемьепе кĕтсе илетпĕр. Каярахпа ялти тус-юлташа саламлăпăр, канмалли кунсенче вара хулари тăвансемпе тĕл пулса иртнине аса илĕпĕр. 2016 çул пурне те ăнăçу, телей илсе килтĕр!

М. ВОЛКОВА, район администрацин тĕп специалист-эксперчĕ, 46 çулта:

"Çĕнĕ çула Шупашкарта Виолетта хĕрĕм çемйипе кĕтсе илесшĕн, икĕ мăнукăмпа йăпанасшăн. Вĕсем маншăн _ телей, хавхалану".

А. САЛМИН, пенсионер, 69 çулта: "Çĕнĕ çул _ çемье уявĕ. Кăçал та мăшăрпа пĕрле килтех пулатпăр. Уяв кунĕсене телевизор пăхса, хаçат-журнал вуласа вăхăта ирттеретпĕр. Вĕсене çителĕклех çырăннă: "Аргументы и Факты", "Советская Чувашия", "Хыпар", "Авангард". Кашни кунах почтальона чăтăмсăр кĕтетпĕр".

М. ОСИПОВА, Патăрьелĕнчи "Магия" аптекăн фармацевчĕ, 59 çулта: "Кун пекки пурнăçра пулманччĕ-ха, хальхинче 2016 çула поезд çинче кĕтсе илетĕп. Декабрĕн 31-мĕшĕнче Санкт-Петербург хулине хĕрсем патне тухса каятăп. Кăçалхи çул пирĕн çемьешĕн пысăк савăнăç пулчĕ, хĕрĕм çемйине иккĕмĕш ывăл парнелерĕ".

В. ФРОЛОВ, районти тĕп больницăри врач-онколог, 45 çулта: "Çĕнĕ çула килте çемьепе кĕтсе илетпĕр. Пирĕн вăл пĕчĕк мар, пысăк. Январĕн 2-мĕшĕнче вара тулли кăмăлпа ĕçе тухма хатĕрленетпĕр. Район халăхне çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп. Çĕнĕ çулта та хамăр сывлăха упрар, сыхлар, вăхăтра диспансеризаци тухар. Çĕнĕ çулпа, çĕн телейпе!"

В. АРЛАНОВА, районти культура çурчĕн методика кабинечĕн ертуçи, 33 çулта: "Çĕнĕ çула килте ачасемпе декретлă отпускра ларнă чухне анчах кĕтсе илнĕ. Ĕçе тухнăранпа яланах ĕçре, культура çуртĕнче кĕтсе илетĕп, çынсем уява хаваслă ирттерччĕр тесе тăрăшатăп. Хальхинче те декабрĕн 31-мĕшĕнче каçхине 17 сехетрен пуçласа 20 0 сехетчен, кайран çур çĕртен пуçласа ирхи 5 сехетченех администраци умĕнчи елка умĕнче Юр пике сăна- рĕнче выльăп.

Калаçăва Н. МАЗЯКОВА çырса илнĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика