АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăка хак параççĕ

31 декабря 2015 г.

Иван ДАНИЛОВ, финанспа бюджет надзорĕн федераллă службин Территори управленийĕн Чăваш Республикинчи ертỹçин çумĕ:

_ Республикăри информаци ушкăнĕн членĕ пулнă май, иртсе пыракан çулта- лăкра кашни уйăхрах Патăрьел районĕнчи ĕç коллективĕсенче пулса вырăнти халăхпа курнăçрăм, вĕсен шухăш-кăмăлĕсене пĕлсе тăтăм. Патăрьел республикăра кăтартуллă районсенчен пĕри темелле. Халăхĕ ĕçчен, харсăр, пултаруллă. Хăш-пĕр тĕслĕхсенче йывăрлăхсăр мар паллах. Анчах та пĕтĕмĕшле илсен кăтартусем япăх мар. Район çĕнĕ çула çĕнĕ ертỹçĕпе, çĕнĕ структурăпа кĕтсе илет.

Район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов юлашки информаци кунĕнчи тĕл пулура малашне фермер хуçалăхĕсене тата ытларах аталантарас, кашни лаптăк çĕрпе туллин усă курса тупăш илес тĕллевсене çивĕчлетрĕ. Пархатарлă шухăша ырламалла çеç. Шанас килет, çывхарса килекен упăте çулталăкĕнче те Юхмапа Пăла тăрăхĕ экономика çирĕплĕхĕшĕн çине тăрса тимлĕ.

Евгений МАРТЫШКИН, Çĕнĕ Ахпỹртри фермер хуçалăхĕн ертỹçи:

_ Çулталăк мĕнле иртесси, тупăшлă е тупăшсăр пуласси ытларах чухне хамăртан килет. 2015 çул пирĕншĕн начар мар иртрĕ. Акнă-лартнă культурăсен тупăшĕ кăмăллă пулчĕ. Паянхи кун та хуçалăх ĕçченĕсем çĕр улми управĕнче ĕçлеççĕ, "иккĕмĕш çăкăра" сутлăх хатĕрлеççĕ.

Çулсеренех хамăрăн автопарка пуянлатса пыратпăр. Тĕрлĕрен ĕçе пурнăçлама вăтăр ытла техника пур. Рабочисем те шанчăклă, тăрăшуллă. Çакă шăпах мĕн пур ĕçе вăхăтра тата тирпейлĕ пурнăçлама май парать те.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика