АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне пилĕ Ылтăнран хаклă

31 декабря 2015 г.

Пурнăçра чи çывăх та юратнă çын _ анне. Унсăр тĕнче илемсĕр. Çывăх çыннăн пилĕ вара ылтăнран та, кĕмĕлтен те хаклă теççĕ. Анне пур чух эпир хамăра виçесĕр телейлĕ туятпăр, чун-чĕререн савăнатпăр... Вĕрентекене вара эпир те мĕн пĕчĕкренех "иккĕмĕш анне" тесе хакланă. Пĕлỹ тĕнчине явăçтарса вулама-çырма, шутлама çеç мар, пурнăçра çын пулма вĕрентнĕ, тепĕр чухне ача шăпишĕн амăшĕнчен ытларах та пăшăрханнă учитель умĕнче эпĕ паян чун-чĕререн тав туса пуçăма таясшăн.

Ăшă сăмаха тивĕçлĕ çыннăмăр Хирти Пикшикри вăтам шулта 40 çул ытла тутар чĕлхипе литературин ытарлăхне вĕрентнĕ Хамдия Небиулловна Земдиханова учительница. Паян вăл тивĕçлĕ канура пулин те шкулпа, хăйĕн вĕренекенĕсемпе çыхăнăва çухатмасть. Выпускниксем _ унăн кĕтнĕ хăнисем. Ĕнерхи каччăсемпе хĕрсем уявсенче çеç мар, ытти чухне те хисеплĕ педагогпа курнăçса калаçма, ăша пусарма, шкулти ырă самантсене аса илме май тупаççĕ.

Хамдия аппана шăпи ылтăн сăпкара çеç сиктермен. Хресчен хĕрĕ çиччĕмĕш класран вĕренсе тухсан чăн малтанах хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕрет. Мал ĕмĕтлĕ хĕр- упраç кунпа çеç çырлахмасть, ун хыççăнах Хусанти аслă шкулта хăйĕн пĕлĕвне малалла тăсать. Алла диплом илнĕ çамрăк специалист ĕç кĕнекине Кзыл Чишмари шкулта пуçлать. Каярахпа Ыхра Çырминче виçĕ çул тутар чĕлхине вĕрентет. 1951 çулта Хирти Пикшикри вăтам шкула килсе вырнаçсан вара вăл Турă çырнă çынпа тĕл пулать, çак ялтах тĕпленет. Сакăр уйăх пĕр-пĕрин туйăмĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн Хамдия Небиулловна физикăпа математика учителĕ Джевтет Алиулловичпа çемье çавăрнă. Хăйсене йăпанма, савăнса пурăнма пĕринчен тепри чипер хĕрпе ывăл çуратнă... Пурнăçа малалла аталантарма пысăк ĕмĕтсем те пулнă çамрăксен. Анчах усал шăпа сасартăк вĕсен планĕсене çурмаллах татнă. Çурт-йĕр çавăрас тĕллевпе строительство материалĕ туянма кайнă мăшăрĕ çул çинче аварине çакланса ĕмĕрлĕх куçне хупать. 28 çулхи çĕнĕ кин çичĕ ютра ачисемпе тăлăха тăрса юлать. Пысăк çухату учительницăн чĕринче нихăçан пирчейми йĕр туса хăварнă. Çапах та ачасен амăшĕ пуçа усман. Хăй вăйĕпех çурт-йĕрне те çĕнетнĕ, ачисене те тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ, шкул ĕçĕнче те хастарлăха чакарман. Урăхла каласан, хисеплĕ учительница пурнăçа пĕр-пĕчченех сыпăнтарса пынă. Паян вара республика больницинче ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ Зульфия хĕрĕн тата ашшĕ çулне такăрлатакан Шевкет ывăлĕн çемйисен çитĕнĕвĕпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать.

Хĕрарăмăн, ача амăшĕн ятне яланах çỹллĕ шайра тытнă Хамдия аппа. Çавна пулах вăл паян та ялта хисеплĕ те юратнă çын. Тăххăрмĕш теçеткене çывхарса пыракан педагог, Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ отличникĕ, темиçе хутчен район Пухăвĕн депутачĕ пулнă хастар паянхи кун таппинчен юлмасть, район пурнăçĕпе, республика аталанăвĕпе, тĕнчери лару-тăрупа кăсăклансах тăрать.

Шухăш

Хамдия ЗЕМДИХАНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

_ Саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче пурăннă ватăсем эпир. Хури-шуррине те самай тỹснĕ, йывăрлăхĕсене те чăтнă. Паян чăнах та савăнса çеç пурăнмалла. Халĕ ялсенче те хуларинчен кая мар пурăнатпăр, мĕнпур услови çителĕклĕ. Пурнăçĕ çеç тăнăç тăтăр, вăрçă-харçă ан пултăр.

Г. ЧИНКИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика